Эсĕ – пурнǎçилемĕ.
Эсĕ – пирĕнтĕнче.
Аннесен кунне халалланǎ уяв сценарийĕ.
Илемлĕ кĕвĕ янǎрать. Ертсе пыракан сǎвǎ вулать.
Камсем эпир? Мĕнле çынсем эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнǎ?
Мĕнле атте ура çине тǎратнǎ?
Мĕнле çĕр парнеленĕ хǎйĕн çǎкǎрне?
1 ача. Чǎвашсемех эпир, ырǎ çынсем эпир.
1 ача. Чǎваш анне пире савса çуратнǎ,
3 ача. Чǎваш атте ура çине тǎратнǎ,
4 ача. Чǎваш çĕрĕ парнеленĕ хǎйĕн çǎкǎрне.
Е.п. Хамǎр чǎваш пулнǎран,
Чǎваша юратнǎран
Янратар-и юрǎсем,
Чǎваш халǎх çырнисем,
Сире валли, аннесем.
«Хитре, хитре» чǎваш халǎх юрри. Ачасен ушкǎнĕ юрлать.
Хитре, хитре, чǎваш кĕпи хитре.
Хитре, хитре, çĕлеме пĕлсен хитре.
Хитре, хитре, çамрǎк ĕмĕр хитре.
Хитре, хитре, ǎспа пурǎнсан хитре.
Хитре, хитре, ешĕл çаран хитре.
Хитре, хитре, чечксем пуртан хитре.
Хитре, хитре, пирĕн пурнǎç хитре.
Хитре, хитре, аннесем пуртан хитре.
5 ача. Сывǎ-и, тǎван аннеçĕм!
6 ача. Ырǎ кун сана, анне.
7 ача. Пирĕнтен салам эс йышǎн,
Пурте. Чун-чĕре юратǎвне!
8 ача. Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Эс пире çуратан, ÿстерен.
Ǎшǎтатǎн чуна-чĕрене, -
Çук санран çывǎх çын тĕнчере.
9 ача. Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Пире эс вĕрентен, ǎс паран,
Эпир лайǎх пулсан савǎнан,
Çунатсем çитĕнсен, вǎй пухсан,
Инçе, вǎрǎм çула ǎсатан.
10 ача. Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Йывǎр вǎхǎт килсен пурнǎçра,
Ачусемшĕн çунса хыпǎнан,
Вǎрттǎн, эпĕр сисмен хушǎран,
Эс, мǎнтарǎн, куççуль юхтаран.
11 ача. Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Эс тухмастǎн асран ĕмĕрне .
Йышǎнсам ачусен парнине –
Манǎçми чун-чĕре юррине.
«Пирĕн анне» юрǎ. (С.Никитина – Ю.Сементер)
12 ача. Пур этем те çĕр çинче
Амǎшĕпе мухтанать,
Пур чĕр чун та çĕр çинче
Хǎй амǎшне юратать.
Эп те сана, аннеçĕм,
Чун-чĕререн саватǎп.
Эс пурришĕн савǎнса
Тав сǎмахĕ калатǎп.
«Анне» юрǎ. (А.Никитин – А.Эсхель)
Пире кам ачашшǎн
Лǎпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тǎвасшǎн
Çунать чĕререн?
Кам тĕлĕкĕче те
Курать-çке пире,
Килте пуринчен те
Тǎрать иртерех?
Кам пултǎр? Пĕлеççĕ
Туссем вǎл камне:
Вǎл – пирĕн телей-çке,
Вǎл - пирĕн анне!
Кашни ача хǎйĕн амǎшĕ çинчен кĕскен каласа парать.
13 ача. Пирĕн аннесем пит маттур,
Пур енчен те пит сатур.
Пултараççĕ савǎнма,
Юрлама та ташлама.
«Илемлĕ, илемлĕ» чǎваш халǎх юрри.
Амǎшĕсен ушкǎнĕ юрлать. (Амǎшĕсем чǎваш кĕпи тǎхǎннǎ. Юрланǎ май илемлĕ хусканусем тǎваççĕ.)
Илемлĕ,илемлĕ,илемлĕ чǎваш кĕпи.
Илемлĕ чǎваш кĕпи те çĕлеме пĕлсен кǎна.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чǎваш кĕпи.
Илемлĕ чǎваш кĕпи те тǎхǎнма пĕлсен кǎна.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чǎваш юрри.
Илемлĕ чǎваш юрри те юрлама пĕлсен кǎна.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чǎваш ташши.
Илемлĕ чǎваш ташши те ташлама пĕлсен кǎна.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чǎваш тĕрри.
Илемлĕ чǎваш тĕрри те тĕрлеме пĕлсен кǎна.
Е.п. Чǎваш çемйи мĕн авалтан аслисене хисеплени çинче тытǎнса тǎнǎ. Çакǎ ачасене вĕрентсе каланисенче те лайǎх палǎрать: «Аçупа аннÿне хисепле, хǎвнах ырǎ пулĕ», «Аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутǎ, çи-пуç та питĕ».
«Ваттисен сǎмахне вĕçле» вǎйǎ.
1. Кам атте-аннене ырǎ сунать, . . . (ывǎл-хĕр уссине вǎл курать).
2. Ашшĕ-амǎшĕн пиллĕхĕ вутра та çунмасть, . . . (шывра та путмасть).
3. Ача-пǎчана ашшĕ-амǎшĕ мул париччен . . . (ǎс памалла).
4. Аçу-аннÿне хисеплемесен . . . (хǎвнах йывǎр килĕ).
5. Амǎшне хирĕç вĕрекен анчǎк . . . (кашкǎр кулли пулнǎ).
6. Ача япǎх пулсан çемьене намǎс, . . . (тǎван япǎх пулсан ратнене намǎс).
7. Ача-пǎча ÿстересси - . . . (чǎх-чĕп ÿстерни мар).
8. Арçыннǎн пĕр ǎс, . . . (хĕрарǎмǎн – çĕр ǎс).
Е.п. Чǎвашсем ачисене ĕçе пĕчĕкренех явǎçтарнǎ. Виççĕри ывǎл ача ашшĕне пулǎштǎр, виççĕри хĕр ача амǎшне пулǎштǎр тенĕ. Хĕр ача пÿрт-çурта тирпей кÿнĕ, тĕрлеме-çыхма вĕреннĕ. Арçын ача ашшĕ хыççǎн алла пуртǎ-сава тытнǎ, выльǎх-чĕрлĕх пǎхнǎ. Кĕçĕннисем аслисенчен пурнǎçа вĕренсе пынǎ.
«Мĕн тума?» вǎйǎ.
Е.п. Алли кирлĕ мĕн тума?
Ачасем. Тĕрĕ тĕрлеме.
«Чǎваш тĕрри» сǎвǎ. В.Давыдов-Анатри çырнǎ.(Амǎшĕпе хĕрĕ вулаççĕ.Вĕсен алǎра тĕрĕллĕ сурпансем.)
А. Мĕнле пуян чǎваш тĕрри, -
Унта пин-пин çулсен йĕрри,
Унта хǎват илет çĕнни,
Çынсем ĕмĕртенпе кĕтни.
Х. Мĕнле хитрее чǎваш тĕрри, -
Ун курǎнмасть вĕçĕ-хĕрри.
Унта асамлǎ çǎл куçсем,
Илемлĕ çутǎ çǎлтǎрсем.
А. Мĕнле чипер чǎваш тĕрри, -
Унта маттур хĕрсен çĕрри.
Унта шур хурǎнсен ĕшни,
Унта шур акǎшсем вĕçни.
Х. Мĕн авалтан чǎваш тĕрри
Хĕвеллĕ, хÿхĕм çав тери.
Унта тǎван ял-йыш сасси,
Хирти ака-суха касси.
Пĕрле. Мĕнле пуян чǎваш тĕрри, -
Унта пин-пин çулсен йĕрри.
Е.п. Алли кирлĕ мĕн тума?
Ачасем. Çĕвĕ çĕлеме.
«Тытса юрат» сǎвǎ .(Хĕр ачапа амǎшĕ вулаççĕ. Сǎвва вуланǎ май хĕр ача саппунне, теттисене кǎтартса пырать.)
Х. Пукане валли çĕлерĕм
Çĕн саппун, аннеçĕм, кур.
Аркине те эп тĕрлерĕм.
А. Пултаратǎн, пит маттур.
Х. Кив теттесене юсарǎм,
Халь упан та пуçĕ пур.
Мулкача çуса тасатрǎм.
А. Пултаратǎн, пит маттур.
Х. Урайне те, кур-ха, çурǎм.
Астуса ут, ан хурат.
А. Пултаратǎн эс, маттурǎм.
Х. Маттур мар, тытса юрат.
Е.п. Ури кирлĕ мĕн тума?
Ачасем. Ташǎ ташлама.
Чǎваш ташши. Арçын ачапа амǎшĕ ташлаççĕ, ыттисем такмак калаççĕ.
Е.п. Сасси кирлĕ мĕн тума?
Ачасем.Юрǎ юрлама.
«Сар автан» юрǎ. (Г.Лисков – А.Алка). Ачапа амǎшĕ юрлаççĕ.
Çатан çинче Сар автан
Çунат çапса авǎтать:
- Ку-ка-ре-ку, ку-ка-ре-ку.
Сарайĕнче Сар чǎххи
Сар çǎмарта тǎвасшǎн:
- Кǎт-кǎт-кǎтик, кǎт-кǎт-кǎтик.
Чǎххи ларчĕ йǎвана
Автан уншǎн савǎнать:
- Ку-ка-ре-ку, ку-ка-ре-ку.
Е.п. Чĕлхи кирлĕ мĕн тума?
Ачасем. Сǎвǎ калама.
«Хураçкапа калаçни» сǎвǎ. Амǎшĕпе ачи вулаççĕ.Ача йытǎ маски тǎхǎннǎ.
Амǎшĕ: Хура-хура Хураçкам,
Çурту ытла хитрее сан.
Кам тунǎ-ха ǎна? Кам?
Ача: Хам! Хам! Хам!
Амǎшĕ: Туп-туллиех валашка,
Çав апата, Хураçка,
Кам çинĕ-ха, каласам?
Ача: Хам! Хам! Хам!
Амǎшĕ: Кашни кунах кǎнтǎрла
Выртатǎн эс сǎнчǎрта.
Кам кǎкарчĕ, Хураçкам?
Ача: Хам! Хам! Хам!
Амǎшĕ: Хǎш чух эсĕ, Хураçка,
Туртса çÿрен çунашка.
Кам кÿлет-ши сана? Кам?
Ача: Хам! Хам! Хам!
Е.п. Хǎлхи кирлĕ мĕн тума?
Ачасем: Халап итлеме.
«Пулмасла халап». Амǎшĕпе ачи вулаççĕ.
- Пасара кайрǎн-и?
- Кайрǎм.
- Мĕн илтĕн?
- Пǎрçа.
- Ак телей!
- Телейĕ япали. Кǎпер урлǎ каçрǎм та тǎкǎнчĕ кайрĕ.
- Ак сиен!
- Сиенĕ-япали, тепĕр кунне кайса пǎхрǎм та – тÿшек пек выртать.
- Ак телей!
- Телейĕ япали, улпут сысни – улт сыснине петĕм хуçрǎм та пĕр кĕлет какай турǎм.
- Ак телей!
- Телейĕ япали, улпут кушакки – улт кушакки пынǎ та çинĕ янǎ.
- Ак сиен!
- Сиенĕ япали, улпут кушакки – улт кушака петĕм хуçрǎм та тǎлǎп туса тǎхǎнтǎм.
- Ак телей!
- Телейĕ япали, пасара тухрǎм та, улпучĕ хыврĕ илчĕ.
Е.п. Анне… Мĕн тери хаклǎ çын вǎл пирĕншǎн. Юратнǎ аннесем çинчен тǎтǎшах сǎвǎ – калав, роман хайлаççĕ, юрǎсем хываççĕ. Чǎннипех те ытарайми аннесем, пире пурнǎç пилленĕ ырǎ çыннǎмǎрсем, чи пысǎк хисепе тивĕçлĕ.
Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче Татьяна Николаевна Николаевǎна халалласа лартнǎ палǎк пур. Мĕнпе тивĕçнĕ-ха çак хисепе 8 ача амǎшĕ? (Палǎк ÿкерчĕкне кǎтартать.)
Ача: Татьяна Николаевнǎпа мǎшǎрĕ 8 ывǎл пǎхса ÿстернĕ. Вĕсем саккǎрǎшĕ те Тǎван çĕршывǎн Аслǎ вǎрçине хутшǎннǎ. Тǎваттǎшĕ: Григорий, Егор, Иван тата Павел – паттǎррǎн çапǎçса пуç хунǎ. Григорие, вилнĕ хыççǎн, Совет Союзĕн Геройĕ ятне панǎ. Егор, А.Матросов пек, тǎшман дзотне хǎйĕн ÿчĕпе хупланǎ.
Фролпа Родион вǎрçǎра йывǎр аманнǎ. Вĕсем те вǎхǎтсǎр çĕре кĕнĕ. Александрпа Михаил та вǎрçǎра паттǎр çапǎçнǎ.
Сакǎр паттǎр ятне ял çыннисем яланах асра тытаççĕ. Ялти пĕр урама Алексеевсен ятне панǎ. Урам вĕçне паттǎрсен амǎшне асǎнса палǎк лартнǎ.
Е.п. «Анне», епле илемлĕн те уççǎн янǎраса тухакан сǎмах! Анне – пурнǎç пуçламǎшĕ, кун-çул никĕсĕ.
«Килĕшÿпе юратура пурǎнакан ачамсем пиллĕхлĕ», - çапла çырса хунǎ Шупашкарти Амǎш палǎкĕ çине. (Палǎк ÿкерчĕкне кǎтартать.) Анне пилĕ пур çынна та кирлĕ. В.Давыдов-Анатрин «Анне пилĕ» ятлǎ сǎвǎ пур. Уява çав сǎвǎри йĕркесемпе вĕçлес килет.
«Ачам, çынна сума сусан
Эс пархатар, хисеп куран.»
Анне мана çапла ялан
Хуллен лǎпкатчĕ çурǎмран.
Аннен çак ǎслǎ сǎмахне
Асран ямастǎп ĕмĕрне –
Хам ǎсǎма, чун хĕвелне
Йǎлтах пиллетĕп çынсене.
6