Открытые
(1 работа)
01 Февраля – 25 Декабря
Кайăксем – пирӗн туссем
5-6-мĕш классемпе Кайăксен кунне халалласа
ирттермелли уяв сценарийӗ
Уяв тĕллевĕсем:
кайăксем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илме пулăшни;
вĕçен кайăксене упрамаллине, пулăшмаллине, юратмаллине туйтарни;
кайăксен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни;
ачасен калаçу чĕлхине, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни.
Уяв эпиграфĕ: Сыхлар кайăксене!
Упрар вӗсене!
Вӗсем – пирӗн туссем!
Ҫут ҫанталăк ачисем!
Кирлĕ хатĕрсем: „Кайăксен сассисем” диск, кайăксен ӱкерчӗкӗсем, „Кайăксем – пирӗн ҫунатлă туссем” презентаци, плакат, компьютер, мультимедиапроектор.
Сценăна тӗрлӗ кайăк ӱкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ.
Варринче – „Кайăксем – пирӗн ҫунатлă туссем” плакат ҫакăнса тăрать. Уяв пуҫланиччен кайăксен сассисем янăраҫҫӗ.
1-мӗш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хисеплӗ ...
(Кӗтмен ҫӗртенчакак тумне тăхăннă пӗр ача вӗҫнӗ евӗр хусканусем туса сцена ҫине чупса тухать те хыттăн кăна чаклатма тытăнать:
Чак-чак! Чак-чак!
Чак-чак-чак ! Чак-чак-чак !
Чак-чак-чак-чак! Чак-чак-чак !
Унтан уява ертсе пыракансем еннелле темӗнле хут тӗрки ывăтса хăврать.
1-мӗш ертсе пыракан: Ара, чимӗр-ха, чимӗр! Эпӗ нимӗн те ăнланаймарăм-ха.
2-мӗш ертсе пыракан: Мӗн ăнланмалла марри пур кунта! Ара, пирӗн шкул пахчинчи улмуҫҫи ҫинче кунӗпех чакăлтатса ларакан чакак пулчӗ-иҫ. Каллех темӗнле хыпар илсе ҫитерчӗ-ха вăл пирӗн пата. Пăрахса хăварнă тӗркине уҫса вулар-ха... Телеграмма иккен.
Хисеплĕачасем! Эпир, кăнтăр енчен ҫитес вăхăтра вӗҫсе килекен кайăксем, эсир пире кӗтсе илме хатӗр пуласса шанатпăр.Ҫулăмăр ҫывăхах мар, анчах та пире тăван тавралăх ытамӗ илӗртет, вăй парать.
Сирӗнпе тӗл пулма васкакансем – ҫунатлă тусăрсем.
1-мӗш ертсе пыракан: Хисеплӗ ҫут ҫанталăк тусӗсем, эпир сирӗнпе кайăксене кӗтсе илме пурте хатӗр-и? Кил-ҫурт таврашӗнчи, садсемпе парксенчи пӗлтӗрхи шăнкăрч вӗллисене юсаса, тирпейлесе е ҫӗнӗрен ăсталаса ҫакма манман-и?
2-мӗш ертсе пыракан: Ырă туни ырăпах таврăнать. Ҫунатлă тусăмăрсем юнашар пулсан сӗтел тулли усăллă пахча ҫимӗҫӗ те, тутлă улми-ҫырли те ҫителӗклех пулӗ. Ҫавăнпа та пирӗн вӗсене пулăшмалли пирки манса каймалла мар. Кайăксене халалласа вара паян, ака уйăхӗн 1-мӗшӗнче, эпир сирӗнпе уяв ирттерӗпӗр.
1-мӗш вӗренекен: Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене,
Хĕл ыйхинчен вăратса.
2-мӗш вӗренекен: Инçе çĕртен, кăнтăртан,
Сар хĕвеллĕ вырăнтан
Вĕçсе килчĕç кайăксем –
Пирĕн хаклă хăнасем.
1-мӗш вӗренекен: Ҫурхи хӗвел ҫуттăн курăнать,
Сӱнми хӗлхем сапса ăшăтать.
Татти-сыпписӗр кайăк сассипе
Тӗнче юрласа янраса тăрать.
2-мӗш вӗренекен: Ҫут тӗнчен хӗвелӗ ăшшăн
Ылтăн ҫутă сапнă май,
Тӗрлӗ кайăк тӗрлӗ саслăн
Чӗвӗлтетет-ҫке пӗрмай.
1-мӗш ертсе пыракан: Кайăксем – пирӗн туссем. Вӗсем пире пулăшакансем, вăрмансемпе хирсене, пахчасемпе садсене упракансем. Тата вӗсем хăйсен юррисемпе ҫут ҫанталăка илем кӱрекенсем. Кайăксем – пире савăнăҫ, телейлӗ самантсем парнелеҫҫӗ, кăмăла ҫӗклеҫҫӗ. Кайăксем сăвăҫсемпе ҫыравҫăсене, юрăҫсемпе кӗвӗ хывакансене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма хавхалантараҫҫӗ.
(Кайăксем ҫинчен калакан илемлӗ юрă янăранă майăн сцена ҫине ачасен ушкăнӗ тухса тăрать, вӗсем чăваш ҫыравҫисен кайăксем ҫинчен ҫырнă сăвăсем вулаҫҫӗ, ҫав вăхăтрах куракансем„Кайăксем – пирӗн ҫунатлă туссем” презентаципе паллашаҫҫӗ).
Пуҫланайрӗ ҫур аки.
«Тăр-тăр-тăр! – юрлать тăри, –
Ҫынсене эп юрăп-и?»
(И.Ивник)
2-мӗш вӗренекен:Курак
Хура тӗслӗ пулнăран,
Хура тесе ан калăр.
Хура курак хуп-хура
Хура ҫӗрпе туслăран.
(Н.Ытарай)
3-мӗш вӗренекен:Шăнкăрч
Шăн пăр витӗр васкаса
Шăнкăрч килчӗ ҫурт умне.
Шăхличӗпе шăхăрса
Шăрантарчӗ юррине.
(Н.Ытарай)
4-мӗш вӗренекен:Кăсăя
Чи-чи тесе кам калать?
Кăсăя тус чилетет
Ҫӱллӗ-ҫӱллӗ туратра,
Сарă симӗс хăй, хура...
Виҫӗ тинӗс шывӗпе
Чӱхенсе ҫӱренӗ-тӗр,
Ҫавăнпа та виҫ тӗспе
Вăл вара пӗвеннӗ-тӗр.
(Г.Юмарт)
5-мӗш вӗренекен:Чӗкеҫ
Чипер кайăк чӗкеҫ пур,
Чӗвӗл-чӗвӗл сасси пур.
Чӗвӗл чӗкеҫ юррине
Чăваш савать ӗмӗрне.
6-мӗш вӗренекен: Шăпчăк
Шăпчăк сирчӗ ыйхине
Шăрантарчӗ юррине
Шилетсе те шăхăрса.
(А.Тимбай)
8-мӗш вӗренекен: Хур кайăк
- Ки-как! Ки-как! кайăксем,
Ăҫта эсир васкатăр?
Илем кӱрен шур хурсем,
Мӗн ма кунтан каятăр?
(В.Ахун)
9-мӗш вӗренекен: Чакак
Ула-чăла пӗр чакак
Чакăлтатать чак та чак.
Вăрăм хура хӱрине
Вылятать ҫине-ҫине.
(Ю.Петров)
10-мӗш вӗренекен: Сар кайăк
Садсенче юрлать сар кайăк –
Савăк юрă саланать.
Сасси ун ытла та лайăх,
Сăрнай евӗр туйăнать.
(Н.Ытарай)
2-мӗш ертсе пыракан:Халĕ, ачасем, тавçăрулăхăра тĕрĕслĕпĕр. Сирӗн тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупмалла пулать.
Эпĕ хура пулатăп,
Çуркуннене пуçлатăп. (Курак)
Тăмран йăва тăватăп,
Çумăра час сисетĕп,
Шыв çийĕпе вĕçетĕп. (Чĕкеç)
Хир-хир урлă,
Уй-уй урлă,
Эреветлĕ-теветле
Хĕр килет. (Чĕкеç)
Хура йăмăкăн юрри хитре. (Шăнкăрч)
Çÿл тÿпере сас илтĕнет
Пĕчĕк шăнкăрав пекех. (Тăри)
Мӗнле кайăк ҫăмартисене ют йăвана хурать? (Куккук)
Йывăҫа таккать яра кун,
Тӗлӗнмелле ытла та,
Сăмси епле тӱсет-ши ун? ( Ула такка)
Хӗрлӗ туна апăрша. (Кăвакарчăн)
Сик-сик кутлă, йăс ҫӗлӗклӗ, пурҫăн йӗмлӗ. (Кăсăя)
Каҫхине ҫухăрать, кăнтăрла ҫывăрать. (Тăмана)
Сукмак ҫинче кӗнтти ташлать. (Ҫерҫи).
Кӗлеткинчен хӱри вăрăм. (Чакак)
1-мӗш ертсе пыракан: Ҫӗр ҫинче этем хăйӗн пултарулăхне темӗн тӗрлӗ профессире те тӗрӗслесе пăхма пултарать. Кайăксем те ӗҫсӗр пурăнма пултараймаҫҫӗ иккен. Вăл е ку „профессире” тăрмашакан ҫунатлă туссен ячӗсене пӗлетӗр-ши эсир? Тӗрӗслесе пăхар.
„Вăрман тухтăрӗ” тесе мӗнле кайăк пирки калаҫҫӗ-ши? (Ула такка – дятел ).
Ку кайăк вара ăста пулăҫă. Вăл пӗр пулла та хăйӗнчен вӗҫертес марччӗ тесе тăрăшать. (Чарлан – цапля).
Ку кайăк пирки „ăста платник” теҫҫӗ. (Ула такка).
„Вăрман флейти” е „вăрман кушакӗ” тесе мӗнле кайăк пирки калаҫҫӗ-ши? Вăл кушак пек кăшкăрма пултарать, аслатиллӗ ҫумăр умӗн вара чи ҫӱллӗ йывăҫ тăррине ларса флейта евӗрлӗ сасă кăларма пултарать. (Сарă кайăк – иволга).
Ку кайăк ӗҫне варă чăн-чăн ăста строитель ӗҫӗпе танлаштарма пулать. (Чӗкеҫ – ласточка).
Акробат кайăк тесе хăш кайăк пирки калама пулать-ши тата? Вăл йывăҫ вулли ҫинче пуҫ хӗрлӗ утса ҫӱреме нимӗн чухлӗ те хăрамасть. (Сăнчас е шăван кайăк).
Юрăҫ кайăк. Вăл хăйӗн тӗлӗнмелле илемлӗ юррипе пурне те тыткăнлать. (Шăпчăк – соловей)
2-мӗш ертсе пыракан: Чăваш композиторӗсен те, чăваш халăхӗн тевӗҫен кайăксен ячӗсемпе ҫыхăннă юрăсемпе такмаксем чылай. Итлесе пăхар-ха хăшӗ-пӗрисене.
(Ачасем попурри юрлаҫҫӗ).
Сарă тулла юратать.
Юратать, юратать,
Чăнахах та юратать.
Ҫурхи вăрманта
Сар кайăк юрлать.
Сар кайăк юрлать,
Сасси ян каять.
Кăвик кăвакарчăн та эп пулам-и,
Крыльца умне ларса та юрлам-и.
Сарă кайăк пулăттăм,
Турат ҫине ларăттăм.
Чӗвӗл чӗкеҫ чӗлхипе
Ҫепӗҫҫӗн калаҫăттăм.
Хур акăшсем пӗрле пуҫтарăнсан
Ҫуначӗсем каяҫ ирӗке.
Тăвансемӗр пӗрле пуҫтарăнсан
Кăмăлăма ярам ирӗке.
Ăҫта каян чӗкеҫ ҫумăр витӗр,
Ăҫта каян чӗкеҫ ҫумăр витӗр,
Ик ҫунатту тăрăх шыв юхтарса.
Кайăк хурсем карталанса кайрěҫ кăнтăра.
Сивě ҫил ҫеҫ ҫывăрать пуль ăшă йăвара…
Ан кай, кайăк! Ан кай, кайăк йăва хăварса,
Санăн кунта, санăн кунта халь пурăнмалла.
Пахчара çуркунне, каçхине, каçăхса
Пилеш çинче юр юрлаççĕ пилеш кайăксем.
Шăплăха сас çурса, таврана янратса
Мана валли тен юрлаççĕ илемлĕ юрăсем.
Ан кай, к(ă)вакал, шыв хěрне,
Ан кай, к(ă)вакал, шыв хěрне:
Пěрре уру йěпенет,
Тепре чěппӱ ҫухалать.
Вěҫ-вěҫ, куккук, вěҫ, куккук,
Вăрман хěрне ҫитиччен,
Вăрман хěрне ҫитсессěн
Юман ҫине ларса кан.
Сарă кайăк, сарă кайăк,
Сарă кайăк чӗппи эп.
Атте-аннен кӗҫӗн ачи,
Ҫавăнпа хаваслă эп.
Чӗкеҫ вӗҫрӗ, куртăр-и?
Тӗкӗ ӱкрӗ, илтӗр-и?
Куртăр-и те илтӗр-и,
Пире курма килтӗр-и?
Ташши, ташши,
Сала кайăк ташши.
Сала кайăк ташши мар,
Михалкисен ташши.
Тавтапуҫах куккукне
Ҫич ҫăмарта тунăшăн.
Тавтапуҫах купăсҫине
Пире юрлаттарнăшăн.
1-мӗш ертсе пыракан: Кайăксем çинчен ваттисен сăмахĕсем те нумай. Эсир вӗсене пӗлетӗр-и? Сирĕн ваттисен сăмахĕсене вӗҫлемелле пулӗ.
Кайăк хитре тĕкĕпе,…(этем ырă ăсĕпе).
Кайăк çуначĕпе вăйлă,…(çын туслăхпа).
Кашни кайăкăн … (хăйĕн юрри).
Кăвакал шывсăр … (пурăнаймасть).
Ир тăнă кайăк… (тутă пулнă тет).
Ватă ҫерҫие... (хывăхпа улталаймăн).
Кайăк пӗрчӗ сăхсах... ( тăранать).
Шăпчăк юррине...(шăпланса итлеҫҫӗ).
Кашни кайăк ...(хăй йăвине савать).
Килте ларакан тăмана пулнă...( тухса ҫӱрекен хурчка пулнă).
Ăмăрт кайăк...(вӗҫен кайăк патши).
Чӗкеҫ сăваплă...(кайăк теҫҫӗ).
2-мӗш ертсе пыракан: Ҫут ҫанталăк вăл – этемлӗх сăпки. Этемпе ҫут ҫанталăк ӗмӗрсем хушши килӗшӱре пурăннă, анчах та XXI ӗмӗрте экологин ҫивӗч ыйтăвӗсем тухса тăчӗҫ. Фабрика-заводсен тӗтӗмӗ атмосферăна сиенлет, хими им-ҫамӗ ҫӗре-шыва варалать, чылай чӗрӗ чуна, кайăк-кӗшӗке пӗтерет.
Ҫак сăмахсем чăн пулнине пире Вениамин Тимаков ҫырнă „Кашкăр ҫырми хӗрринче” ятлă сценка та ҫирӗплетсе парать. Ҫав сценкăн пӗр пайне сире пăхма сӗнетпӗр.
(Сцена ҫинче декораци хатӗрленӗ вăхăтра Катя Рябова юрлакан „Раненая птица”юрă янăрать)
Кашкăр ҫырми хӗрринче
(сценка сыпăкӗ)
Юхан шыв.Ун хӗрринче хăрнă ҫулҫăллă илемсӗр йывăҫсем.Таврара шăп, пӗр кайăк-кӗшӗк сасси те илтӗнмест. Сцена ҫине каччăпа хӗр тухаҫҫӗ.
Хӗр. Эпир урăх ҫӗре лекрӗмӗр пулас. Ăҫта-ха пӗлтӗрхи ҫӗмӗртлӗх?
Каччă.Эпӗ хам та шалтах тӗлӗнсе пыратăп. Тӗрӗсех килтӗмӗр-ҫке. Юхан шывӗ те ҫавах, сукмакӗ те ҫавах. Авă ҫăл шăнкăртатса юхать. Ăҫта-ши унчченхи ҫӗмӗртсем?
Хӗр(хăраса ӱкет). Пӗтрӗмӗр, Коля! (Хăрнă ҫулҫăллă йывăҫ ҫине тӗллесе). Акă вăл ҫӗмӗртлӗх...
Каччă(йывăҫ патне пырса). Чăнах та, ҫулҫăсем йăлтах типсе пӗркеленсе ларнă. Эпир вара вӗсен ҫеҫкипе савăнма килнӗччӗ.
Хӗр.Ак кусем мӗнсем? (Ҫӗре пӗшкӗнсе темскер илет). Коля, пӗтрӗмӗрех! Вилнӗ шăнкăрчсемпе шăпчăксем...(Сулăнса ҫӗре лаштах кайса ларать). Эпир сирӗн савăк сассăра итлеме васканăччӗ. (Кайăксене ҫӗре хурать те питне аллипе хуплать).
Каччă(пӗшкӗнсе).Ку тата мӗнле кайăк? Пысăкскер. Куккук-ҫке ку. Вăл та вилнӗ. (Кайăк умне чӗркуҫленет те пӗр вăхăт нимӗн те чӗнмест. Унтан хуллен ура ҫине тăрать). Ак сана „Авăтать куккук, янăрать вăрман”...
Микула мучи килет.
Микула мучи (хаш сывлать те йывăҫсем патне пырса тăрать).Чăн инкек ҫитрӗ ҫав, ачасем. Ĕмӗр курман япалана курмалла пулчӗ. Ҫăл шывне ӗҫсе пăхрăм та – вăл та текех тутлă пек туйăнмарӗ. Эх-хе-хей!
Каччă( мучи патне ҫывхарса). Мӗн пулнă вара кунта, Микула мучи?
Хӗр(ура ҫине хуллен ҫӗкленсе). Ҫак тавралăхăн илемӗ, юрри-кӗвви ӗмӗр пырӗ тесе пӗлтӗр кăна ӗмӗтленнӗччӗ. Халӗ куртăм та... чӗре ҫурăлса каятчӗ. Кам аркатнă-ши кунти илеме? (Куҫне шăлса илет.)
Микула мучи. Аркатрӗҫ ҫав. Чунсăр ҫынсем те пур-ха халăхра. Вӗсем ниме те шеллеме пӗлмеҫҫӗ, хăйсен ачисемпе мăнукӗсем малашне мӗнле пурăнасси пирки те шутласа пăхмаҫҫӗ.(Пауза).Ярăпланран сапса хăварчӗҫ кунта пӗр эрне каярах наркăмăшлă ҫăнăх. Кунӗ ҫав тери ҫиллӗччӗ. Сиенлӗ хурт-кăпшанкăпа усал ҫум курăкне пӗтерес тесе вӗҫтерсе ҫӱренӗ-мӗн ăна. Уя мар, пӗтӗмпех ҫӗмӗртсемпе пӗве ҫине сапăнчӗ пуль вăл ун чухне. Кайăксем кăна мар, пулли те, шапи те пӗтрӗ пуль...Пуҫлăхсене каласа та пăхнă. Халăх сăмахне йӱплемеҫҫӗ вӗт. Ĕлӗкрех ун пек марччӗ...
Каччă. Пӗтет иккен тăван тавралăх. Пӗтрӗ тăван тавралăхăн ытарайми илемӗ! (Хаш! сывлать).
Микула мучи. Итлӗр-ха, ҫамрăксем. Ун пек хаш! сывласа, кулянса ларма иртерех-ха сирӗн. Чӗртме пулать ку илеме! Ҫулҫисем кăна типнӗ ҫӗмӗртсемпе хăвалăхăн. Тек сиен курмасан вăй илсе каяҫҫех вӗсем. Шăпчăксем те ҫӗнӗрен ӗрчеме пултараҫҫӗ. Эпир тăрăшнинчен килет ку. Атьăр каяр пӗрле совхоз пуҫлăхӗсем патне.
Хӗр. Тӗрӗс шухăш ку. Пуҫлăхсен чӗрисене те чулран туман ӗнтӗ. Ӳкӗте кӗреҫҫех пуль тесе шухăшлатăп.
Каччă.Атьăр, кайрăмăр халех.
1-мӗш ертсе пыракан: Тин курнă инсценировка та пирекайăксем – çут çанталăк пуянлăхĕпе илемĕ пулнине кăтартса пачӗ. Кайăк пулмасан çут тĕнче мĕн тери кичем те чухăн пулĕччĕ. Кашни кайăкăн хăйне кăна уйăрнă вырăнĕ пур. Çав вырăн пушанса юлни çут çанталăка чухăнлатать иккен.
2-мӗш ертсе пыракан: Кайăксем вăрмансемпе хирсенчи, пахчасемпе садсенчи сиен тăвакан тӗрлӗ хурт-кăпшанкăсене, чӗр чунсене пӗтереҫҫӗ, ҫум курăк вăррисене пуҫтараҫҫӗ. Пирĕн те вĕсене пулăшмалла. Хĕллехи вăхăтра сырăшсем тумалла, апат парса выҫă вилесрен хăтарса хăвармалла.Ҫунатлă тусăмăрсене пулăшасси, упрасси кашни ҫын тивӗҫӗ. Ҫак тивӗҫе пирӗн ачаранах туйса пурăнмалла. Ырă кайăк-кĕшĕк тĕнче илемĕ пулнине нихăҫан та манас марччӗ.
Кайăк-кӗшӗк ҫухалсан
Пахча ҫимӗҫ нихăҫан
Тулăх пулмӗ, пӗтӗмпех
Хурт пултарӗ пӗтерме.
Ман чӗре ҫапла сӗнет:
Ҫав ҫунатлă туссене
Куҫ шăрҫи пекех упрар,
Вӗллесем туса парар.
1-мӗш ертсе пыракан: Çут çанталăкра пурте чĕрĕ, пурте хаклă. Пулла – шыв, вĕçен кайăка – сывлăш, чĕр чунсене – улăх-çаран, вăрман, çынна вара – Тăван çĕр шыв кирлĕ. Çут çанталăка сыхлани вăл – Тăван çĕр шыва сыхлани.
1-мӗш вӗренекен: Кайăксенчен ырра эп вӗренетӗп,
Вӗсем пекех ӗҫе ир кӱлӗнетӗп.
Ҫак пурнăҫ кӗввипе ҫунатланса
Юрлать чун шăпчăк пек хавхаланса.
2-мӗш вӗренекен: Чӗкеҫ йăви пекех ҫӱлте хваттерӗм,
Тавралăх курăнать хитрен, чиперрӗн...
Пур кайăк йăвине, ҫын кил-ҫуртне
Никам та ан тустартăр ӗмӗрне.
3-мӗш вӗренекен: Ҫӗр таппине хам кăкăрта туятăп,
Хӗрӱ ӗҫре сӱнми телей тупатăп.
Пӗччен чухне – салху эп куккукла,
Туспа пулсан – хавас шур акăшла.
4-мӗш вӗренекен:Кайăксенчен ырра эп вӗренетӗп,
Шухăшсемпе инҫе-инҫе вӗҫетӗп.
Кирек ăҫта ҫитсен те кăмăла
Тăван ҫӗр-шыв туртать-ҫке малалла.
Мӗн ӗмӗр-ӗмӗр вутлă чунăмпа
Эп ҫыхăннă юратнă халăхпа.
2-мӗш ертсе пыракан: Хисеплӗ ачасем, эсир яланах кайăксен тусӗсем пулма тăрăшăр, мӗншӗн тесен вӗсемсӗр пурнăҫ ытла та кичем.
Сыхлар кайăксене!
Упрар вӗсене!
Вӗсем – пирӗн туссем!
Ҫут ҫанталăк ачисем!
Усă курнă литература
Антонова З.С. Пӗрле вулар-ха (хрестомати). Иккӗмӗш кӗнеке. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1987. – 88с.
Антонова З.С. Пӗрле вулар-ха (хрестомати). Ашшӗ-амăшӗ, воспитательсемпе учительсем валли. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1991. – 111с.
Антонова З.С., Чернова Н.Н., Александрова Н.Т., Игнатьева В.И., Медведева А.В. Тӗрлӗ чӗлхеллӗ шкулсенче чăваш чӗлхи вӗрентес меслет кăтартăвӗсем: 1 класс. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1994. – 207с.
Килти вулав кĕнеки: 7-мĕш класс валли / Н.Г.Иванова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 272с.
Пуҫламăш шкулта урок хыҫҫăнхи ӗҫ-хӗле йӗркелесси: Методика сӗнӗвӗсем, сехетсене пайланин тата уйрăм ӗҫсен тӗслӗхӗсем/ А.Р.Кульева пухса хатӗрленӗ. . – Шупашкар, 2010. – 79с.
Туслăх кӗперӗ: сăвăсемпе калавсем/ Н.Г.Иванова пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2015. – 143с.
Чăваш халăх сăмахлăхĕ . VI т. I пайĕ. Ача-пăча сăмахлăхĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1985.



