Знаменитые люди Чувашии

День космонавтики
в помощь проведению уроков учителю по теме "знаменитые люди Чувашии"
Елена Ивановна Васильева
Содержимое публикации

Урок юхǎмĕ.

1.Класа йĕркелесси. (слайд)

- Ырǎ кун пултǎр ачасем!

- Ырǎ кун пултǎр, Елена Ивановна.

- Шǎппǎн ларǎр. Урокра пĕр-пĕрне ǎнланса, тухǎҫлǎ ĕҫлеме ǎнǎҫу сунатǎп сире.

Ачасем: Шăнкăрав сасси янрарě,

Урока пире васкатрě,

Парта хушшине ларатпăр,

Урасене тăп пусатпăр,

Çурăма йěрěс тытатпăр,

Тимлě итлесе ларатпăр!

2. а) Чăваш чěлхи урокěнче тěрěс те илемлě калаçас тесе чěлхесене вылятса илер-ха.

1 – 10 таран (пурте пĕрле)

10 – 100 таран (пĕрле)

100 – 1000 таран (пĕр ача)

б) Пуплеве аталантармалли ыйтусемпе ĕҫлесси, хисеп ячěсене аса илесси

- Эсĕ миҫе ҫулта?

- Эсĕ миҫемĕш класра вĕренетĕн?

- Эсĕ миҫемĕш шкулта вĕренетĕн?

- Халĕ миҫемĕш ҫул?

- Эсĕ миҫемĕш ҫулта ҫуралнǎ?

3. Тупмалли юмаха пĕлесси. (слайд)

-Ачасем, тупмалли юмахсен тупсăмне пěлсен, паянхи урок темине тавçăрса илěпěр. (слайд)

-Ҫуначĕ ҫук, ҫǎлтǎр патне ҫул тытать? (РАКЕТА)

-Ракета мĕн тǎвать? (Вĕҫет)

-Ǎҫта вĕҫет? (космоса вĕҫет)

-Тимлĕ пǎхǎр : ракетǎпа юнашар дата пур. (слайд)

(ачасем тупса вулаççě) 1961

-Мěне пěлтерет-ши ку?

- Ку ҫул мĕнпе паллǎ-ши? Мĕнле паллǎ событи пулса иртнĕ ҫак ҫул? ( Космоса пĕрремĕш хут вĕҫнĕ)

Пĕрремĕш хут космоса кам вěçнě-ши?

(учитель пěрремěш космонавт çинчен каласа парать)

-Эсир космонавтсенчен камсене пěлетěр?

-Ачасем, Чăваш енěн мухтавлă ывăлě Андриян Г.Н. (слайд)

4. Урок тĕллевĕпе паллаштарни:

-Паян эпир сирĕнпе виҫҫĕмĕш космонавт, хамăрăн ентеш Андриан Григорьевич Николаев ҫинчен калаҫǎпǎр

( Ачасене Андриан Григорьевич Николаев ҫинчен ҫырнǎ кĕнекесене кǎтартатǎп )

- Кěçех пирěн космонавтсен уявě те çывхарать, çак уяв хăçан пулать?

-Ака уйăхěн 12-мěшě- Космонавтсен кунě. (слайд)

Учитель: Пǎхатǎп эпĕ

Андриан ҫине

Вǎл ик хутчен

Сĕм уҫлǎха хǎпарнǎ

Вǎл курнǎ ҫывǎхран

Ҫǎлтǎрсене.

Вǎл аякран

Ҫĕр аннене сǎнанǎ. (слайд)

5. 3 минутлǎх А.Николаев космоса вĕҫсе кайни ҫинчен видеофильм пǎхасси.

- Космоса мĕнле ҫынсем вĕҫме пултараҫҫĕ-ши?

-Мĕнле ҫын пулнǎ-ши Андриян Николаев? Ҫакна текста вуласан пĕлĕпĕр.

6. А. Г. Николаев ҫинчен вуласа пĕлесси.

а) ҫĕнĕ сǎмахсемпе ĕҫлесси

Сĕнтĕрвǎрри - Мариинский Посад

Шуршǎл – Шоршелы

Еçчен- Трудолюбивый

Утă- Сено

Мухтан – Гордиться

Уçлăх- Космос

б) текста вуласси

7. Ушкǎнпа ĕҫлесе кластер тǎвасси. (слайд)

- Мĕнле ҫын пулнǎ Андриян? (ачасем кластер тǎваҫҫĕ ушкǎнпа ĕҫлеҫҫĕ)

(ǎслǎ, ырǎ, ĕҫчен, маттур, спортпа туслǎ, сывлǎхлǎ…(ретěн-ретěн калаҫҫĕ,çыраççě)

- Мĕнле шутлатǎр эпир космоса вĕҫме пултаратпǎр-и?

- Пирĕн те ҫак енсем пур-и?

- Анчах та мĕн кирлĕ пире космоса вĕҫме? (ракета кирлĕ)

8. Ракета пайĕсене пуҫтарасси, ыйтусемпе ĕҫлесси.

-(Учитель ачасене касса кǎларнǎ ракетǎн пайĕсене валеҫет унта ыйтусем, ыйтусене ачасем пĕр-пĕрне параҫҫĕ, хуравласан доска ҫине ҫыпǎҫтараҫҫĕ)

-А. Г. Николаев хǎш районта ҫуралнǎ?

- А. Г.Николаевǎн ҫуралнǎ ялĕ мĕн ятлǎ?

- Амǎшне Андриян мĕнле пулǎшнǎ?

-Андриян космоса миҫе хут вĕҫнĕ?

-Вăл мěнле орденсене тивěçлě пулнă?

- Пĕрремĕш хут вǎл миҫемĕш ҫулта космоса вĕҫнĕ?

-Иккĕмĕш хут вǎл миҫемĕш ҫулта вĕҫнĕ?

Ракета хатĕр.

9. Куҫ зарядки ирттересси. (слайд)

-Космосра мĕнсем пур? (ҫǎлтǎрсем)

-Халĕ куҫсене кантарса илетпĕр. Тӱрĕ ларатпǎр ҫǎлтǎр хыҫҫǎн куҫпа йĕрлесе пыратпǎр. (сулахаялла, сылтǎмалла, ҫӱлелле, аялалла, ҫаврака)

10. Ыйтусемпе ĕҫлесси:

(Учитель ачасене хутран касса кǎларнǎ ҫǎлтǎрсем валеҫет унта ыйтусем, ачасем ыйтǎва доска умнее тухса вулаҫҫĕ, ларакансенчен ыйтаҫҫĕ, хуравласан доска ҫине ҫыпǎҫтараҫҫĕ, ракета тавралла)

- Пирĕн тěнчене ҫывǎхра вырнаҫнǎ ҫǎлтǎр? (хĕвел)

- Пирĕн планетǎн спутникĕ мĕн ятлǎ? (уйǎх)

- Космосра миҫе планета? (9)

- Хĕвелтен пĕрремĕш вырнаҫнǎ планета мĕн ятлǎ? (Меркурий)

- Пирĕн планета мĕн ятлǎ? (ҫĕр)

-Пирĕн планета хĕвелтен миҫемĕш вырнаҫнǎ? (виҫҫĕмĕш)

11. Интервью илесси. (слайт)

-Ракета хатĕр, халĕ космоса ҫул тытатпǎр. Анчах та манǎн малтан пĕлес килет: сирěн космоса вĕҫсе каяс килет-и? Пирĕн пата журналист килчĕ , вǎл сире ыйтусем парать.

12. Вěреннине çирěплетни.

Журналист: Санǎн космоса вĕҫсе каяс килет-и? (ачасем хуравлаҫҫĕ)

-Паян эпир пурте космоса вĕҫсе каятпǎр. Атьǎр ракетǎна вĕҫме старт паратпǎр. Пурте ура ҫине тǎратпǎр,шутлама пуҫлатпǎр, пурте пĕрле:10-9-8-7-6-5-4-3-2-1-кай-рǎ-мǎр!Космосра вĕҫетпĕр,вĕҫетпĕр,вĕҫетпĕр те пǎхатпǎр: мĕн пур космосра? (ачасем бинокольпа пǎхнǎ пек тǎваҫҫĕ) Космосра уйǎх, ҫǎлтǎрсем, вĕҫекен тарелка пур ! Темĕнле планета та пур ,пирĕн планета мĕнле курǎнать космосран ,атьǎр унта анса ларатпǎр. (стена ҫинче йĕри-тавра уйǎх, ҫǎлтǎр, вĕҫекен турилкке, планета ӱкерчĕкĕсем ҫакǎнса тǎраҫҫĕ)

13. «Космонавт» ятлǎ кросводпа ĕҫлесси

К

О

С

-

М

О

Н

А

В

-

Т



Уйǎх ҫинчи мĕне А. Г. Николаев ятне панǎ?

Тǎван ҫĕр-шыв умĕнчи тавативĕҫлĕ ĕҫсемшĕн А. Г. Николаева мĕн парса чыс тунǎ?

А. Г. Николаев вĕҫнĕ карап ячĕ.

Шуршǎлта ун ячĕпе мĕн уҫнǎ?

«Сывǎ-и, Ҫĕр!» картинǎна кам ӱкернĕ?

Уҫлǎхра икĕ хут пулнǎ космонавт летчикǎн хушамачĕ.

А. Г. Николаев хĕрĕ мĕн ятлǎ?

А. Г. Николаев вĕҫнĕ карап ячĕ.

Пĕрремĕш хĕрарǎм космонавтǎн хушамачĕ.(урок пуçламăшěнче вěрентекен каласа панине пěтěмлетсе)

14.Рефлекси

- Шупашкарта тата унǎн тǎван ялĕнче Андриян ячĕпе ҫыхǎннǎ мĕнле паллǎ вырǎнсем пур (урам, парк, шкул, палǎк, музей)

-Ҫапла вара чǎваш халǎхĕ А. Г. Николаева манмасть, унǎн паттǎрлǎхěпе мǎнаҫланать. Пирĕн те А. Г. Николаев пек хǎюллǎ, паттǎр, ҫĕршыва юрǎхлǎ ҫын пуласчĕ.

15.Урока хакласси, вĕҫлесси.

-Пурне те тавтапуҫ, пурте маттур.

16.Киле ěç (слайд)

-Ачасем, сирěн килте çак ěçсенчен пěрне суйласа илсе пурнăçласа килмелле: 1)А.Г.Николаев карапне ÿкерсе килмелле.

2) Урокра паллашнă калава илемлě вулама хăнăхмалла.

- Сывǎ пулǎр ачасем.

Комментировать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ бесплатно!
Подробнее
Также Вас может заинтересовать
География, краеведение
География, краеведение
География, краеведение
Конспект занятия по географии, краеведению для дошкольников «Край родной - чувашский край»
География, краеведение
Презентации по географии, краеведению для 7 класса «Рельеф и полезные ископаемые Северной Америки»
География, краеведение
Комментарии
Добавить
публикацию
После добавления публикации на сайт, в личном кабинете вы сможете скачать бесплатно свидетельство и справку о публикации в СМИ.
Cвидетельство о публикации сразу
Получите свидетельство бесплатно сразу после добавления публикации.
Подробнее
Свидетельство за распространение педагогического опыта
Опубликует не менее 15 материалов и скачайте бесплатно.
Подробнее
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и скачайте рецензию бесплатно.
Подробнее
Свидетельство участника экспертной комиссии
Стать экспертом и скачать свидетельство бесплатно.
Подробнее
Помощь