Керкунне çитре

Конспект занятия
в помощь учителю в проведении урока по теме :"времена года"
Елена Ивановна Васильева
Содержимое публикации

Чăваш Республикин вĕрентy тата ҫамрăксен политики министерстви

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентy тата ҫамрăксен политикин управленийĕ

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5-мĕш номĕрлĕ вăтам шкул

Кĕркуннеçитрĕ.

2- мĕш класра ирттернĕ урокăн анлă планĕ

Урока хатĕрлесе ирттерекенĕ:

Васильева Елена Ивановна

Ҫĕнĕ Шупашкар хулинчи

пĕтĕмĕшле пĕлy паракан

5- мĕш номерлĕ вăтам шкулти

чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ

Ҫĕнĕ Шупашкар – 2019 ҫул

Урок теми: «Кĕркунне çитрĕ»

Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван тавралăха юратма, кĕркунне пулса иртекен улшăнусене сăнама хăнăхтарасси, кайăксене упрама, пулăшма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: вĕреннĕ йывăçсен, пахча çимĕçсен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пуплевре усă курма вĕрентесси. Шухăша пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.

Пĕлеслĕх универсал вĕренÿ ĕç-хĕлĕ тĕлĕшĕнчен: вĕренÿ ĕç-хĕлне хутшăнма;кирлĕ информацие шыраса тупма,палăртма хăнăхтарасси.

Регулятивлă ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен: кăтартса панă йăнăша курма, ăна аслисем каланă пек тÿрлетме хăнăхтарасси.

Коммуникативлă универсал вĕренÿ ĕç-хĕлĕ тĕлĕшĕнчен:хăйпе калаçакана ăнланма ,унăн ыйтăвĕсене хуравласа калама; чĕлхе тĕлĕшĕнчен тĕрĕс предложени йĕркелеме пĕлесси.

Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплевне аталантарасси, сăмах майлашăвĕсемпе предложенисене тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси, чăвашла илемлĕ калаçма вĕрентесси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав,учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, сюжетлă ÿкерчĕксемпе, валеçÿ карточкисемпе усă курни, слайдсемпе ĕçлени, интерактивлă ыйтусене хуравлани.

Пуплев хăнăхăвĕсем:сасăсенетĕрĕс илтесси,ыйтусем çине хуравлас хăнăхусене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: PowerPoint программăра хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), компьютер, проектор.

Урок тĕсĕ:урок конкурс.

Урок юхăмĕ

1. Урока йĕркелени.

-Ырă кун, ачасем! Паян пирĕн урока хăнасем килнĕ, вĕсене те сывлăх сунар-ха.

-Ырă кун, пултăр.

2. Фонетика зарядки.

- Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçăпăр –ши? Ăна эпир фонетика зарядкинчен пĕлĕпĕр.

Ă, ĕ, ç, ÿ.

Не – не – не – çитрĕ хура кĕркунне

Чĕ – чĕ – чĕçутçанталăк улшăнчĕ

Çă – çă – çă – ÿкрĕ сарă çулçă

Сем – сем – сем – вĕçсе кайĕç кайăксем

(Малтан вĕрентекен вулать, кайран ачасем вулаççĕ)

- Çак сăмахсем çулталăкăн хăш вăхăтне сăнласа параççĕ?

- Апла пулсан эпир урокра мĕн çинчен калаçăпăр?

3. Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

- Çапла, паян эпир кĕркунне çинчен калаçăпăр.

- Ачасем, паян пирĕн традицие кĕмен урок конкурс пулать. (Ребята, как вы понимаете урок – конкурс? А зачем нам нужен такой урок?) Çапла, паян урокра тĕрлĕ ĕç тăвăпăр. Эсир пĕр – пĕринпе тупăшатăр. Кашни тĕрĕс хуравшăн, тĕрĕс пурнăçланă ĕçшĕн çулçă илетĕр. Камсем нумайрах çăлçă пухаççĕ – çавсем урок вĕçĕнче тивĕçлĕ паллă илеççĕ. Пурне те ăнăçу сунатăп.

4. Конкурсем ирттересси.

1-мĕш конкурс. Йывăç ячĕсене вырăсларан чăвашла куçарсакĕркунне сăмаха тупмалла. (Тĕрĕс хуравлакансемçулçă илеççĕ).

Ç

 ă

 к

 а

В

 ĕ

 р

 е

 н

 е

Х

 у

 р

 ă

 н

Ш

 ĕ

 ш

 к

 ĕ

у

 л

 м

 у

 ç

 ç

 и

Ю

 м

 а

 н

П

 а

 л

 а

 н

П

 и

 л

 е

 ш

1. Липа

2. Клён

3. Берёза

4. Орешник

5. Яблоня

6. Дуб

7. Калина

8. Рябина

- Ачасем, кроссвордра мĕнле сăмах пытаннă? (Кĕркунне). Тĕрĕс. Паянхи урок теми - «Кĕркуннеçитрĕ». Урокра эпиркĕркунне паллисене, кайăксемпе йывăçсен ячĕсене çирĕплетсе хăварăпăр. м

2- мĕш конкурс. Сăмахсенчен тĕрĕс предложенисем тăвăр.

- Ачасем, сире валли тепĕр ĕç. Çак сăмахсенчен предложенисем тумалла.

1. Кĕркунне, хура, çитрĕ.

2. Çумăр, çăвать, час-часах.

3. Йывăçсен, тăкăнаççĕ, çулçисем.

5. Каяççĕ, кайăксем, вĕçсе.

- Маттур, ачасем. Ку ĕçе эпир тĕрĕс пурнăçларăмăр.

3- мĕш конкурс. Хăшĕ ытлашши?

- Панă сăмахсен йĕркинче кирлĕ мар сăмаха тупăр.

1. Кишĕр, сухан, çĕр улми, пан улми.

2. Хăяр, помидор, чие, çарăк.

3. Редис, кăмпа, кавăн, ыхра.

Кану саманчĕ.

Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ, вĕçеççĕ…

Уй кураççĕ те лараççĕ.

Кăштах ларсан тăраççĕ те

Татах вĕçеççĕ, вĕçеççĕ.

(Малтан ачасем ура çине тăраççĕ, унтан алăсемпе кайăксем вĕçнĕ пек тăваççĕ, лараççĕ. Çакăн хыççăн хăвăрттăн тăраççĕ те каллех аллисемпе вĕçнĕ пек тăвавççĕ).

4 – мĕш конкурс. «Кĕрхи çанталăка сăнласси»

- Сюжетлă ÿкерчĕксене усă курса кĕрхи çанталăка сăнласа парăр.

- Кĕркунне çулçăсем сарă тĕслĕ.

- Çулçăсем тăкăнаççĕ.

- Час-часах çумăр çăвать.

- Хĕвел пăхать.

- Кайăксем ăшă енне вĕçсе каяççĕ.

- Çынсем ăшă тăхăнаççĕ.

5 – мĕш конкурс. «Кĕркунне» темăпа çыхăннă предложенисем тупмалла.

1. Ачасем тăвайккинчен ярăнаççĕ.

2. Çанталăк сивĕтет.

3. Кайăксем вĕçсе килчĕç.

4.Çынсем пахча çимĕç пуçтараççĕ.

5. Вăрманта кăмпасем ÿсеççĕ.

6.Уйра чечексем ÿсеççĕ

(Тĕрĕс хуравлакансем çăлтăр илеççĕ).

Кану саманчĕ. (Куç валли)

6 – мĕш конкурс. Тĕрĕс сăмах майлашăвĕсем тăвăр.

- Ачасем, халĕ эпĕ сире карточкăсем валеçсе паратăп. Сирĕн ручкăсем усă куса сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтармалла.

Сарă ÿсет

Сивĕ çулçă

Кăмпа кĕркунне

Хура вĕçеççĕ

Кайăксем çумăр

( Ачасем пĕр-пĕринпе ĕçсене улăштарса тĕрĕслеççĕ. Йăнăшсăр тунă ачасем çулçă илеççĕ.)

Кластер тăвасси.

КĚРКУННЕ

Хĕвел пăхать.

Çумăр çăвать.


Çулçăсем тăкăнаççĕ.

Кайăксем ăшă енне вĕçсе каяççĕ.


Пахча çимĕç пуçтараççĕ

Çынсем ăшă тумланаççĕ.


5. Урока пĕтĕмлетни, çĕнтерÿçĕсене чыслани.

- Ачасем, эпир урокра мĕнле вăхăт çинчен калаçрăмăр. Сире кĕркунне килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет? (Ачасем хуравлаççĕ).

Кĕркунне – чи илемлĕ вăхăтсенчен пĕри. Йывăç çулçисем тĕрлĕ тĕслĕ: сарă, хĕрлĕ, симĕс, хăмăр. Вĕсем пирĕн тавралăха илем кÿреççĕ. Çак илеме эпир мĕнле упрама пултаратпăр? (Йывăçсен тураттисене хуçмалла мар тата йывăçсем лартса хăвармалла).

- Халĕ эпир те сирĕнпе кĕрхи йывăç лартса хăварăпăр. Урок тăршшĕпе эсир çулçăсем пуçтарса пытăр. Кам чи нумай çулçă пуçтарчĕ.

Класра камсем чи хастар пулнине палăртатăп, тивĕçлĕ паллăсемпе хаклатăп.

- Çулçăсене çак йывăç çине çыпăçтарса хурăр.

(Ачасем çулçăсене йывăç çине çыпăçтараççĕ. )

- Паян урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?

- Сире урок килĕшрĕ-и? Килĕшрĕ пулсан хĕвел çине пайăркисене çыпăçтарăр.(Килĕшет пулсан – саррине, килĕшмесен – кăваккине.)

- Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп. Сывă пулăр!

Комментировать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ бесплатно!
Подробнее
Также Вас может заинтересовать
География, краеведение
Презентации по географии, краеведению для дошкольников «Отверженные великого города..!»
География, краеведение
Презентации по географии, краеведению для 5 класса «Внутреннее строение Земли»
География, краеведение
Разное по географии, краеведению для 10 класса «Влияние вечной мерзлоты на хозяйственную деятельность человека»
География, краеведение
Факультативы по географии, краеведению для дошкольников «Картотека казачьих игр»
География, краеведение
Разное по географии, краеведению для «"Защитники Отечества"- исследовательская работа»
Комментарии
Добавить
публикацию
После добавления публикации на сайт, в личном кабинете вы сможете скачать бесплатно свидетельство и справку о публикации в СМИ.
Cвидетельство о публикации сразу
Получите свидетельство бесплатно сразу после добавления публикации.
Подробнее
Свидетельство за распространение педагогического опыта
Опубликует не менее 15 материалов и скачайте бесплатно.
Подробнее
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и скачайте рецензию бесплатно.
Подробнее
Свидетельство участника экспертной комиссии
Стать экспертом и скачать свидетельство бесплатно.
Подробнее
Помощь