Муниципаллǎ бюджетлӑвĕренÿучрежденийĕ
«Чутейрипĕтĕмĕшлепĕлÿпараканвǎтамшкул»
«Ырǎ ятлǎ пулǎр!»
КЛАСС СЕХЕЧӖН СЦЕНАРИЙӖ
Сценариехатĕрлекенĕ:
Иванова Викторина Александровна,
Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен
Умĕн калани.
Юлашки вǎхǎтра эпир час-часах ырǎ кǎмǎллǎх çинчен калаçнине илтетпĕр. Пирĕн обществǎра çак туйǎм кирлӗ шайра-и? Хамǎрпа çумма-çуммǎн пурǎнакан çынсене лайǎх пĕлетпĕр-и эпир? Çынна хĕрхенес, пулǎшас тесен вара унǎн пурнǎçне пĕлес пулать. Тавралла тинкерсе пǎхатǎн та чун ыратать: мĕн чухлĕ тǎлǎх ача, çитменнине, ашшĕ-амǎшĕ пур çĕртех тǎлǎххǎн çитĕнеççĕ. Çут тĕнчене килнĕ ачана тĕрĕс-тĕкел пǎхса çитĕнтермелле, ачашлǎхпа çепĕçлĕх парнелемелле. Çак пархатарлǎ ĕçре шкулта вĕрентекенсен те айккинче юлмалла мар. Ачасене ырǎ туйǎмлǎ пулма мĕн пĕчĕкренех вĕрентмелле. Илемлĕ те сǎпайлǎ, пултаруллǎ та пуян чун-чĕреллĕ çитĕнччĕр пирĕн ачасем. Çавǎнпа та эпĕ суйласа илнĕ темǎнаактуаллǎ тесе шутлатǎп.
«Ырǎ ятлǎ пулǎр!» класс сехетне 4-мĕш класра ирттерме палǎртнǎ.
Тĕллевĕ – пĕр-пĕрне ǎнланас, ырǎ сунас, пулǎшас туйǎмсене вǎйлатасси.
Задачисем:
Халǎхǎнырǎ йǎли-йĕркине,унǎн ǎс-халпуянлǎхнесǎнлаканваттисенсǎмахĕсемпепаллаштарасси.
Паллǎ çыравçǎсен, чун хавалĕпе çыракансен, ǎсчахсен ырǎ кǎмǎллǎх, сапǎрлǎх çинчен çырнǎ хайлавĕсемпе паллаштарасси.
Тĕрлĕ лару-тǎруратĕрĕсйышǎнутумахǎнǎхтарасси.
Çывǎх çынсемпемĕнлехутшǎнурапулнинеыйтǎмирттерсетишкересси.
Ачасенчунĕнчегражданлǎхпапатриотлǎх, çынлǎх,тивĕçлĕхпеяваплǎхтуйǎмĕсенеаталантарасси, пурнǎçралайǎххипеяпǎххине,ыррипеусаллинечухламавĕрентесси.
Çулталǎкхушшинчетунǎырӑ ĕçсенетишкерсепĕтĕмлетÿтӑвасси.
Ват çын – тǎват çынтеççĕ.Сценариеваттисенсǎмахĕсенетĕпехурса çырнǎ. Çавǎнпекехпаллǎпоэтсенсǎввисенекĕртнĕ.Сумлǎ çыравçǎсенхайлавĕсемпепĕрлечунхавалĕпе çыракансенсǎввисемпетепаллашмапулать. Хамӑрентешӗн, ТӑвайрайонӗнчиКармалялĕнче çуралса ÿснĕТуратВаççинхалǎхсǎмахлǎхне çывǎхтǎракансǎввисемуйрǎмахпаха. Вĕсенчехǎйтĕллĕнвĕреннĕ çыравçǎ пурнǎçалайǎхсǎнамапултарни, унфилософиллепĕлтерĕшне ǎнлансахакламапĕлниаванкурǎнать.Ачасемчǎвашсенпаллǎ ǎсчахĕГ. Н. Волков,чǎвашсене çуттакǎлараканĕИ. Я. Яковлев,паллǎ педагогВ. А.Сухомлинский çамрǎк ǎрǎвавĕрентсекаланисемпепаллашĕç.
Кĕçĕн ÿсĕмри ачасем выляма юратаççĕ. Çавна шута илсе сценарие вǎйǎллǎ ĕçсем те кĕртнĕ. Анкета ыйтӑвӗсем çине хуравлани ачасем çывǎх çынсемпе мĕнле хутшǎнура пулнине пĕлме май парĕ. Ушкӑнпа пурнӑçлама сӗннӗ ӗçсем ачасене пӗр-пӗрне итлеме, пӗр-пӗринпе канашлама хӑнӑхтараççӗ. Презентаципе усǎ курни мероприятие илĕртÿллĕрех тǎвĕ.
Класс сехечӗн юхӑмӗ
1 слайд.
Вӗрентекен:
Камсем эпир? Мӗнле çынсем эпир?
Мӗнле анне пире савса çуратнӑ?
Мӗнле атте ура çине тӑратнӑ?
Мӗнле çӗр парнеленӗ хӑйӗн çӑкӑрне?
1 ача: Чӑвашсемех эпир, ырӑ çынсем эпир.
Чӑваш анне пире савса çуратнӑ,
Чӑваш атте ура çине тӑратнӑ,
Чӑваш çӗрӗ парнеленӗ хӑйӗн çӑкӑрне.
(Виталий Станьял. Камсем эпир.)
2 слайд.
Вĕрентекен: Ват аслашшĕн, асламǎшĕн сǎмахне асра тытса, хисеплесе чǎвашсем тин çуралнǎ ачана çапла пил панǎ:
2 ача: Пысǎк пул! Çу çисе килтĕм, çу пек çемçе чĕлхеллĕ пул. Пыл çисе килтĕм, пыл пек тутлǎ чĕлхеллĕ пул.
Вĕрентекен: Виççе çитнĕ ачана çапла пилленĕ:
3 ача: Ырǎ пуçу ырра тĕллетĕр, ырǎ уту ырǎ уттǎр, ырǎ аллу ыр ĕç тутǎр!
Вĕрентекен: Çапла каласа ǎс панǎ чǎвашсем хǎйсен ачисене ырǎ сунса. Пил илни пин ылтǎнран паха теççĕ. Вĕсен ырǎ пехилĕ темрен те хаклǎ, пурнǎçра шанчǎк парса тǎрать. Ырǎ сǎмах чĕрене ǎшǎтать, ырǎ туйǎм çуратать.
Никамӑн та хӑйӗн пирки япӑх шухӑшлаттарас та, калаçтарас та килмест. Сана хисеплеччӗр, юратчӑр тесен хӑвна çынсем хушшинче мӗнле тытмалла-ха? Çак ыйтӑва тӗпе хурса йӗркелӗпӗр те паянхи калаçӑва.
Вĕренекенсем Р.Сарпи çырнǎ «Ырǎ сǎмах» сǎвва вулаççĕ.
4 ача: Ыр сǎмах калама ан ÿркенĕр.
Ыр сǎмах – ырǎ вǎрлǎх пекех.
Тулǎх чун-чĕрене вǎл ÿкет-тĕк –
Ырǎ тухĕ шǎтса кĕпĕрех.
5 ача: Ыр сǎмах калама ан ÿркенĕр –
Вǎл лексен типсе хǎрнǎ чуна –
Тĕппипех пулмасан та (ĕненĕр!) –
Пǎлхантарĕ кǎштах сив юна.
6 ача: Ыр сǎмах калама ан ÿркенĕр –
Пулмасан та хǎш чух ун усси –
Пулас çуккǎ сиен. Ан хĕрхенĕр! –
Ыр сǎмах чылай чух – чун уççи.
Ыр сǎмах калама ан ÿркенĕр!
Вĕрентекен:Ăшǎ сǎмах – çу кунĕ, сивĕ сǎмах – хĕл кунĕ. Тĕрĕсех каланǎ пирĕн мǎн асаттесем. Кулленхи хутшǎнури сǎпайлǎх, пĕр-пĕрне хисеплени, пулǎшни, тǎван вырǎнне хурса хаклани – çаксем пурте чǎваш çыннин пурнǎç йĕркинче пулнǎ, ǎруран ǎрǎва куçса пынǎ.
Чǎваш чĕлхи ырǎпа усал çинчен каланǎ ваттисен сǎмахĕсемпе пуян. Аса илер-ха вӗсене.
Ачасем хӑйсем астӑвакан ваттисен сӑмахӗсене калаççӗ. «Ваттисен сӑмахӗ пух» вӑйӑ выляççӗ.
Вĕрентекен: Халӗ эпирикӗ ушкӑна пайланса вӑйӑ выльӑпӑр. Эпӗ кашни ушкӑна сӑмахсем паратӑп. Эсир ушкӑнпа туслӑн ӗçлесе панӑ сӑмахсене тӗрӗс вырнаçтарсан ваттисен сӑмахӗ вуланӗ.
Ачасем ваттисен сӑмахӗсене пуçтараççӗ, вулаççӗ.
3 слайд.
1-мӗш ушкӑн: Ырǎпа ырра тухǎн, усалпа усала тухǎн.
2-мӗш ушкӑн: Ырǎ анаран – ырǎ кĕлте, ырǎ çемьерен – ырǎ ача.
Вĕрентекен: Çак ваттисен сǎмахĕсене эсир мĕнле ǎнланатǎр?
Ачасем хуравлаççĕ.
4 слайд.
Вĕрентекен: Этем çĕр çинче пĕччен пурǎнаймасть. Çывǎх çын мĕн чухлĕ нумайрах, çавǎн чухлĕ эпир телейлĕрех. Ватǎ асаттесемпепе асаннесем, кукамайсемпе кукаçисем паянхи кун юнашар пулнǎ пулсан пире мĕнле пулма сĕннĕ пулĕччĕç-ши?
Ачасем çапла хуравлама пултараççĕ:
- Никама та усал ан ту.
- Чипер çÿре.
- Хǎвна йĕркеллĕ тыт.
- Аçу-аннÿ ятне ярса ан çÿре.
- Ваттисене хисепле.
- Çĕр-шыва юрǎхлǎ çын пул.
- Ырǎ пул.
Вĕрентекен: Пирĕн пурин те тǎвансем, юлташсем пур. Хамǎр хушǎри ырǎ хутшǎнусене сыхласа хǎварасси хамǎра мĕнле тыткаланинчен нумай килет. Халĕ çывǎх çынсемпе эсир мĕнле хутшǎнура пулнине пĕлĕпĕр.
Вĕрентекен кашнине «Çемьери хутшǎну уйрǎмлǎхĕсем» анкета парать. Мĕнле хуравламаллине ǎнлантарать. Ачасем хуравласа çыраççĕ.
«Çемьери хутшǎну уйрǎмлǎхĕсем» анкета.
2 балл – яланах 1 балл – сайра хутра 0 балл – нихǎçан та
Çывǎх çынсем | Канашлатǎп | Шанатǎп | Иккĕленместĕп, хÿтĕлет | Ăнланать | Пулǎшать | Ун пек пулас килет | Шухǎшне хаклатǎп | Пурĕ (балл) |
Анне | ||||||||
Атте | ||||||||
Асанне | ||||||||
Асатте | ||||||||
Пичче | ||||||||
Аппа | ||||||||
Йǎмǎк | ||||||||
Юлташ |
Анкета хуравĕсем тǎрǎх пĕтĕмлетÿ туни. Кашни миçе балл пуçтарнине кура чи авторитетлǎ çывǎх çынна палǎртни.
Вĕрентекен: Пурнǎçра темле лару-тǎру та сиксе тухма пултарать. Çав самантра тĕрĕс йышǎну тума пултаратпǎр-и эпир?
Вĕрентекен класа виçĕ ушкǎна уйǎрать. Вĕсене ачасем хушшинче пулса иртекен тĕрлĕ лару-тǎру тĕслĕхĕсене çырнǎ карточкǎсем валеçсе парать. Ачасем пӗр-пӗринпе канашланӑ хыççӑн ыйтусем çине хуравлаççӗ, хǎйсен шухǎшĕсене калаççĕ. Хǎйсен шухӑшӗпе килӗшÿллӗ ваттисен сӑмахӗсенесуйласа илсе пĕтĕмлетÿ тǎваççĕ.
5 слайд
Этем мĕнли калаçнинчен курǎнать.
Ним çукшǎн ан кÿрен.
Тÿрĕ пурǎннине ним те çитмест.
Ырǎ ырǎпа çаврǎнса килет.
Ырǎ ĕçĕн хакĕ пысǎк.
1-мĕш карточка. Санǎн юлташу ǎс-хакǎл вǎййинче çĕнтерÿçĕ пулчĕ, анчах та сана вǎл çĕнтерни вĕчĕрхентерет. Эсĕ ху та çĕнтерÿçĕ парнине илме ĕмĕтленнĕччĕ. Мĕн тумалла-ши ĕнтĕ санǎн?
Пĕтĕмлетÿ: Ним çукшǎн ан кÿрен. Тÿрĕ пурǎннине ним те çитмест.
Вĕрентекен: В.А.Сухомлинский, паллǎ педагог, çапла каланǎ: «Ăмсану-кĕвĕçÿ – усал япала. Ан хапсǎн, ан кĕвĕç; сан юлташу ǎнǎçусем турĕ пулсан савǎн кǎна. Анчах та унǎн ǎнǎçǎвĕсемшĕн савǎнса унран иртсе кайма тǎрǎш».
2-мĕш карточка. Санпа пĕрле вĕренекен ача кǎмǎла хуçакан сасǎпа, кǎшкǎрарах калаçать. Эсĕ унпа калаçнǎ чух хǎвна мĕнле тытǎн?
Пĕтĕмлетÿ: Этем мĕнли калаçнинчен курǎнать.
3-мĕш карточка. Шкулта ачасен çурчĕ валли кĕнеке пуçтараççĕ. Сана та çак ырǎ ĕçе хутшǎнма сĕнеççĕ. Эсĕ мĕн тǎвǎн?
Пĕтĕмлетÿ: Ырǎ ырǎпа çаврǎнса килет. Ырǎ ĕçĕн хакĕ пысǎк.
Вĕрентекен: Сǎмахсене сǎна юри:
Пулать шÿтли те хавасли,
Çǎмǎлраххи те йывǎрри,
Кĕçĕнреххи те чи асли… (Г. Сапгир. Тĕрлĕрен пулать сǎмах.)
Этем лайǎххи калаçнинчен курǎнать. Сǎмаха каличчен пуç тавра виççĕ çавǎрса шухǎшла тенĕ ваттисем. Тепĕр чух сǎмаха лайǎх шухǎшласа каламалли çинчен манатпǎр. Çавǎн пек йывǎр самантсенче пĕр-пĕрне вǎхǎтра каçарма пĕлни кирлĕ.
Ачасем Турат Ваççи çырнӑ сǎвӑ йӗркисене вулаççĕ.
6 слайд.
7 ача: Чунлǎ çынпа чун савнать,
Кирек ǎçта тĕл пулсан.
Вǎрǎм çул та çывхарать,
Ăшǎ кǎмǎл хускалсан…
8 ача: Çын сǎмахĕ, сив сǎмах –
Сĕтлĕ çǎмах яшки мар.
Ăш сǎмахран пахарах
Çуккǎ пулĕ пархатар.
9 ача: Чĕре шǎнса çурǎлать
Пĕрне-пĕри кĕвĕçсен.
Ăшчик вутпа ялкǎшать
Ăшǎ сǎмах писнĕрен.
10 ача: Сивĕ сǎмах ан кала
Çиллĕ çынна тĕл пулсан.
Вǎл ахаль те усала
Парǎннине эс ǎнлан.
Самантлǎха çав çын ак
Çǎвар карса , хирлешсе
Кǎшкǎрашĕ те пĕртак –
Кǎмǎлланĕ çемçелсе.
Вĕрентекен: - Çут çанталǎк чĕмсĕр тетĕр пулĕ? –
Унǎн хǎйĕн евĕрлĕ чĕлхи пур.
Çак йĕркесен авторĕ Г.Ефимов. Эсир авторпа килĕшетĕр-и? Мĕншĕн?
Ачасем хуравлаççĕ.
Вĕрентекен «Тавçӑрсаил» вӑйӑирттерет. Çулçӑевӗркассакӑларнӑхут çине çырнӑ сӑвваачасенвуламалла,сǎвǎрийĕркесен «авторне»тавçǎрмалла.
«Ирхи шуçǎм, каçхи шуçǎм
Çутипе халь савǎнмастǎп:
Усǎнайрĕ çамрǎк пуçǎм,
Кǎтра çулçǎ кǎлараймǎп.
Пĕр чĕресĕре илĕртрĕ
Ман сĕткенĕн ыр шерпечĕ –
Вǎл мана касса амантрĕ,
Çавǎнпа йĕреп пĕчченçĕ.» (А.Артемьев. Çамрǎк хурǎн.)
(Хурӑн)
«… Пыллǎ чечекре
Ларǎттǎм хитре.
Эс упра мана!
Кил эс шǎрǎхра,
Сулхǎн ман айра.
Эс ÿстер мана!
Çумǎрта сире
Тытǎп хÿтĕре.
Эс шǎвар мана!
Çитĕнер пĕрле,
Эс те ан чирле.
Эс юрат мана!
Хǎв ÿссе çитсен,
Уйрǎлма тивсен
Эс ан ман мана!» (П. Воронько. Çамрǎк çǎка)
(Çӑка)
3. «…Тутлǎ, ырǎ шǎршǎмпа
Туслǎ эп хурт-хǎмǎрпа:
Пыл паратǎп вĕсене
Чысламашкǎн çынсене.
Ачасем ман çимĕçе
Юратаççĕ ĕмĕртен,
Типĕтсен те ĕлĕкрен
Усǎллǎ вǎл чир-чĕртен.
Хÿхĕмне те хÿхĕм çав,
Ахаль мар хура куçа
Пур чǎваш та хальчченех
«çĕмĕрт куç» тесе чĕнет…» (П. Хусанкай. Çĕмĕрт)
(Çĕмĕрт)
Вĕрентекен:.Çут çанталǎкпа хутшǎнни пире ялан тенĕ пекех савǎнǎç кÿрет. Чĕр чунсемпе ÿсен-тǎран тĕнчи, тавралǎх илемĕ кирек камра та ырǎ туйǎм çуратать. Анчах çак пуянлǎха упрама та пĕлмелле. Тавралǎха илемлетме эсир мĕнле ырǎ ĕçсем тума пултаратǎр?
Ачасем хуравлаççĕ.
Вĕрентекен: 2019-мӗш çул вӗçленсе пырать. Халӗ эпир кǎçал мĕнле ырǎ ĕçсем тунине аса илĕпĕр.
7 слайд.
«Ырǎ юхǎм» вǎйǎ выляççӗ. Ачасем карталанса тǎраççĕ, мечĕке алǎран-алла парса хǎйсем мĕнле ырǎ ĕçсем туни çинчен каласа параççĕ.
Вĕрентекен: Ырǎ ырǎпа çаврǎнса килет теççĕ. Апла пулсан пĕр-пĕрне йывǎр лару-тǎрура яланах пулǎшар, пурнǎçра ыррине кǎна сунар. А.П.Чехов сǎмахĕсене яланах асра тытар: «Çын пур енчен те хитре пулмалла: сǎнĕпе те, тǎнĕпе те, чунĕпе те, тыткаларǎшĕпе те, шухǎшĕсемпе те…»
11 ача: Сив сǎмах ан калǎр пĕр-пĕрне,
Кÿренме ан парǎр теприне.
Туслǎх пытǎр сирĕн ĕмĕрне,
Ваттисем калаççĕ тĕрĕсне.
12ача: Сив сǎмах ан калǎр пĕр-пĕрне,
Ан амантǎр хǎвǎр чĕрене.
Ялан пулǎр пĕрле юлташпа,
Хуйха пайлǎр пĕрле тантǎшпа.
(Лариса Иванова. Сив сǎмах ан калǎр.)
Вĕрентекен: «Кайӑк хитре тӗкӗпе, этем хитре ӗçӗпе», - тенĕ ваттисем. Кашни кунах ырǎ ĕçсем тǎвǎр. Ырǎ тǎвакана астǎваççĕ, ырǎпа асǎнаççĕ. Ырǎ ятлǎ пулǎр! Ырǎ çынна пÿлĕх упрать, вǎй-халлǎ та телейлĕ тǎвать.
8 слайд.
Этем ывǎлĕ-хĕрĕ ырǎ ǎсĕпе хисеплĕ теççĕ. Пушǎ вǎхǎтра кĕнеке вулǎр. Эпĕ сире Геннадий Волковǎн «Кил илемĕ» ятлǎ кĕнекине вулама сĕнетĕп. (Кĕнекепе паллаштарать.) Кĕнекере пичетленнĕ юмахсемпе калавсене, очерксене паллǎ ǎсчах пурнǎçĕ тǎршшĕпе хǎй курни-илтнине тĕпе хурса ǎсталанǎ. Авалтан пыракан ырǎ йǎлана пǎхǎнса вĕсене çамрǎк ǎрǎва халаллать. Пурнǎçра нихǎçан та хакне çухатман пуянлǎх çинчен – ырǎ кǎмǎллǎх, туслǎх, юрату, çураçупа килĕшÿ çинчен калаçать автор çамрǎк вулаканпа.
Вĕрентекен ачасене И.Я.Яковлевӑн чǎваш халǎхне панǎ халалне вырнаçтарнӑ буклетсем валеçсе парать, вулама сӗнет.
«…Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякка тарăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Вăл каланă: хăвăр тăшманăрсене те юратăр, тенĕ. Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшÿсĕр ĕç час-часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине пыракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çÿле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен, вăл вара хăй сире аялтан çÿле турта-турта кăларĕ. Малти урапа куссан, хыçалти унтан юлмасть. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнланса пурăнни, пĕрне пĕри ырăлăх туса тăни пурнăçа хăват парать. Çакна хытă шанса тăрăр.»
Вĕрентекен: Çак йӗркесен авторӗ - чӑваш халӑхӗн чаплӑ ҫутлӑхҫи, чӑваш ҫырулӑхне шухӑшласа кӑлараканӗ, халӑх верентӗвӗн ертӱҫи, чӑваш фольклорӗн тӗпчевҫи, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачӗ, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ… Кам-ши вӑл?
Ачасем хуравлаççĕ.
9 слайд.
Вĕрентекен: Иван Яковлевич питӗ ырӑ, тӗрӗс, сапайлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл чӑваш халӑхне те çапла пулма чӗнсе каланӑ. Çынпа çын тан пулмалла, пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар…
Паянхи калаçӑва манӑн П.Афанасьев çырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе вӗçлес килет:
10 слайд
Çынпа çын пурǎнать
Çын çынпа савǎнать.
Çын! –
Хǎватлǎн янрать сан яту.
Çын юраттǎр çынна,
Хисеплетĕр çынна;
Çын патне эс васка.
Ырǎ ту.
(П. Афанасьев. Çынна ырǎ ту.)
Пĕтĕмлетни.
Çак сценарие тǎван халǎхǎн ĕмĕрхи ǎс-тǎнне, кǎмǎл-сипетне тĕпе хурса çырнǎ. Ача чухне ǎша илнĕ ваттисен сǎмахĕсем, çыравçǎсен хайлавĕсем чун-чĕрере тарǎн йĕр хǎвараççĕ. Вĕсенче вун-вун ǎрури пин-пин çын ǎс-тǎнĕ. Ачасене пĕчĕкренех ырǎ кǎмǎллǎ, сǎпайлǎ, çепĕç, сапǎр, пархатарлǎ пулма вĕрентмелле. Çаксем питĕ сǎваплǎ туйǎмсем. Тӑван чӗлхепе ирттернӗ класс сехечӗ ырǎ туйǎмсене çĕнĕ хǎват парасса иккĕленместĕп. Вǎл кашнин ǎсĕнче ырǎ шухǎш çуратĕ, ырǎ шухǎш – ырǎ сǎмах, ырǎ сǎмах – ырǎ ĕç, ырǎ ĕç – ырǎ ят. Ырǎ ят илнĕ çын – хисеплĕ.
Чǎваш халǎхĕ авлтанпах туслǎ пурǎнма пĕлнĕ. Чǎвашсен паллǎ ǎсчахĕ Г. Н. Волков çапла каланǎ: «Эпир – çак халǎх ачисем, унǎн ǎшĕнчи тĕпренчĕксем. Ялан пĕрле эпир. Вĕтетеймĕ, пайлаймĕ пире никам та. Нихǎçан та. Пирĕн туслǎх тĕреклĕрех…». Çапла пултǎрччĕ малашне те.
9