Чăваш Республикинчи Шупашкар хулин «Ачасен социаллă çынлăх хăнăхăвĕсене мала хурса пĕтĕмĕшле аталанма пулăшакан 13-мĕш ача сачĕ» муниципалитетăн шкул умĕнхи вĕренÿ бюджет учрежденийĕ
Конкурс профессионального мастерства работников учреждений культуры и образования имени Г.Н.Волкова
Мероприятие (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчи аслӑ ушкӑн ачасем валли хатĕрленĕ)
СЦЕНАРИЙ ЧУВАШСКОГО ПРАЗДНИКА ЧĂВАШ УЯВĔ « ÇУРКУНННЕХИ УЛАХРА КĔТЕРУК АППАПА » В СТАРШЕЙ ГРУППЕ
Сценарин авторĕ:
Петрова Зинаида Владимировна – воспитатель,
Шупашкар хулин 13-мĕш
ача сачӗн воспитателӗ
телефон:89603062162
e-mail:inn14102007@yandex?ru
ШУПАШКАР – 2021
Тĕллевсем:
-шкул çулне çитменачасенечăвашюррисемпе,ташшисемпе,вăйисемпетатасăввисемпепаллаштарасси;
-кашниачанахăйĕнтăваненнетататăван çĕршываюратмавĕрентесси;
- чăваш халăх пултарулăхне юратма тата унпа интересленме вĕрентесси;
- ачасен пĕлÿне чăваш халăх пултарулăхĕпе пуянлатасси;
- калаçу илемне тата халăх пултарулăхне ташăсемпе юрăсем витĕр аталантарасси;
- чăваш юррисен, ташшисен, вăйисен, вăйă картисен тĕрлĕ уйрăмлăхĕ çинчен пĕлтерÿ парасси.
Чăваш кĕвви янăрать. Ачасем музыкă залне кĕреççĕ. Варринчи стена патне тăрса тухаççĕ
Ертÿçĕ(чăваш тумĕпе). Сывă – и, ачасем тата хăнасем. Пирĕн чăваш çĕршывне çуркунне килсе çитрĕ. Вăл савăнăç, кулă, шÿт тата хаваслă юрă-кĕвĕ илсе килчĕ. Эпир сирĕнпе паян юрăсем юрлатпăр, ташлатпăр тата чăваш çĕршывне мухтатпăр.
1-мĕш ача. Атăл тарăх хăпаратпăр,
Ак, умра, инçех те мар,
Курăнса каять хуламăр –
Пирĕн капăр Шупашкар.
2-мĕш ача. Савăнатпăр, тĕлĕнетпĕр,
Эсĕ хăвăрт ÿснинчен.
Сăвă – кĕвĕ кĕвĕлетпĕр
Шупашкарăмăр çинчен.
«Шупашкар, Шупашкар!»(сăввиА. Кибечĕн, кĕвви Г. Максимовăн) ятлă юрă юрлаççĕ. (Ачасем пукансем çине лараççĕ) Юрă юрланă хыççăн зала Кĕтерукаппакĕрет (чăваш тумĕпе)
Кĕтерук.Ай, тур–тур! Кунта мĕн чухлĕ ача пухăннă. Салам! Ырă кун пурне те! Сывă–и, хаклă ачасем? (ачасем хуравлаççĕ: сывах).
Кĕтерук.Эпĕ çул çинче питĕ ывăнтăм.
Ертÿçĕ.Эсир пирĕн патĕнче юлăр. Канăр. Пирĕнпе пĕрле савăнăр.
Кĕтерук. Юрать. Эпĕ сире хампа паллаштарам – ха. Мана Кĕтеруктесе чĕнеççĕ. Тавтапуç, савăнсах юлатăп сирĕнпе. Эпĕ сирĕн патне ятарласа хăнана килтĕм. Каласа парăр ĕнтĕ халь мана, мĕнлерех хулара пурăнатăр, ача сачĕнче мĕнле çитĕнÿсем?
Ертÿçĕ.Ача сачĕнче эпир питĕ лайăх пурăнатпăр. Пурте пĕрле вылятпăр, юрăсем юрлатпăр. Тата çуркуннене вăйă картинче кĕтсе илетпĕр. Сана, Кĕтерук аппа, çуркунне çинчен юрă юрласа паратпăр.
Кĕтерук.Хаваспах итлетĕп.
3-мĕш ача. Чăвашла сăвă калатпăр
Чăвашла тум тăхăнатпăр
Чăвашла та ак ташлатпăр.
Чăвашла паян юрлатпăр
Юрă «Çуркунне»(сăвви Якку Микулин, кĕвви Г. Лисковăн) (Пукан умĕнче тăрса юрлаççĕ)
Кĕтерук.Сирĕн юрă мана питĕ килĕшрĕ. Чунра савăнăçлă пулсах кайрĕ. Ку юрри шăпчăксен юрри пекех хитре. Çуркунне çитнĕ май ăшă енчен нумай кайаксем вĕçсе килеççĕ.
Ертÿçĕ. Пирĕн патне те пилеш кайăкĕ вĕçсе килчĕ. Вăл сукмак çинче ларать, пирĕнпе вылясшăн. Пилеш кайăкĕ, тух пирĕн патне! Пирĕн умран вĕçсе ирт!
Залра музыка кĕввипе пилеш кайăкĕ вĕçет.
Пилеш кайакĕ. Эпĕ пилеш кайăкĕ, эпĕ çăмăл сикетĕп.
Турат çинчен чечек çине, курăк çинчен çулçă çине.
Сиксе ывăнмастăп, савăнма юрататăп.
Ертÿçĕ.Эсĕ вĕçсе ан кай, пирĕнпе выля.
Вăйă «Сик-сик, пилеш кайăкĕ»
Кĕтерук. Сирĕн вăйă мана питĕ килĕшрĕ.
Ертÿçĕ.Кĕтерук аппа, эсир питĕ нумай халапсем тата юмахсем пĕлет теççĕ. Каласа парăр, тархасшăн.
Юмах «Шăши уçăлма тухсан»(ачасем юмаха сăнарсемпе выляççĕ)
Пĕррехинче шăши çури хăйен шăтăкĕнчен уçăлма тухнă, тет. Уçăлса çÿренĕ хыççăн амăшĕ патне таврăнать те калать:
- Анне, эпĕ паян икĕ тискер кайăка куртăм! Пĕри питĕ лайăхскер, тепри вара – хăрушăскер!
- Мĕнле тискер кайăксем вара вĕсем? – ыйтать унăн амăшĕ.
- Хăрушăскерри кил картипе мăнаçлăн утса çÿрет!.. Урисем хура, хĕрлĕ калпакпа, куçĕсем вара халь – халь сиксе тухас пек, сăмси çекĕл пек! Эпĕ унăн çумĕнчен хăвăрт кăна иртсе кайрăм, вăл мĕнле кăшкăрса ярать! Манăн хăранипе чун чут кăна ура тĕпне анса каймарĕ.
- Эх, ывăлăм, ывăлăм… Ара вăл автан вĕт! Унтан пачах хăрамалла мар. Эпир уншăн пур – и, çук-и – пĕрех. Тепри мĕнлескерччĕ вара?
- Тепри хĕвел çинче ăшăнса выртатчĕ. Мăйе шурă, хăй якаскер, урисем сăрă тĕслĕччĕ. Çаплах хăйне çуллатьчĕ. Кăштах хÿрипе суллатчĕ, хăй ман çинчен куçне илмест.
- Эх, эсĕ те çав айванскер!.. Вăл кушак аçи ĕнтĕ, - шикленсе калать шăши çурине амăшĕ.
- Çапла çав вăл: пĕтĕм ялкăшакан япала хĕвел мар.
Ертÿçĕ.Ачасем, сире юмах килĕшрĕ – и? Пирĕн чăваш культури халапсемпе, юмахсемпе пуян. Эпир унпа мухтанатпăр, вĕсене асра тытатпăр. Тавтапуç, сана, Кĕтерук аппа. Эпир те сана савăнăç кÿресшĕн. Ачасем сана музыка инструменчĕсем çинче выляса кăтартасшăн.
Ачасеммузыка инструменчĕсем çинче выляççĕ.
Кĕтерук.Маттур, ачасем. Эсир питĕ лайăх вылярăр.
Ертÿçĕ.Ачасем, эсир ларса ывăнмарăр-и, айтăр вылятпăр. Кĕтерук аппа, пирĕнпе пĕрле çаврашкана тăр, сана эпир «Кам çук?» вăйă выляма вĕрентетпĕр.
4-мĕш ача. Çакă çавра çĕр çинче
Чăваш ятлă халăх пур.
Чăваш халăх хушшинче
Çĕр пин тĕрлĕ вăйă пур.
Вăйă «Кам çук?»(кĕвви те, сăвви те халăхăн).
Кĕтерук.Маттур ачасем. Эпĕ вара урăх вăйă пелетĕп. Вăл «Ваçкă кушак» ятлă. Айтăр, манпа пĕрле çак вăййа вылятпăр.
Вăйă «Ваçкă кушак»(кĕвви те, сăвви те Г. Лобачовăн).
Кĕтерук.Маттур, ачасем. Эсир выляма та, юрлама та пит ăста иккен.
Ертÿçĕ.Кĕтерук аппа, ларса кан кăштах. Пирĕн ачасем ташлама та пит ăста. Пăхса савăн, тархасшăн, вĕсем çине.
Хĕр ача: Атьăр ташша пуçлар-и,
Ура тапса ташлар-и!
Ачасем ушкăнпа чăваш ташши ташлаççĕ (пукансем çине лараççĕ)
Кĕтерук.Тавтапуç, сире ачасем, мана савăнтарнăшăн. Эпир сирĕнпе лайăх пурăнатпăр. Пирĕн çынсем ырă кăмăллă та таса чунлă. Савăннă чух чун-чĕререн савăнаççĕ.
Ертÿçĕ.Тĕрĕс калан,Кĕтерук аппа. Пирĕн ачасем те савăнма пĕлеççĕ тата хамрăн Чăваш çĕршывне юратаççĕ. Халь вĕсем сана çавăн çинчен сăвăсем каласа параççĕ.
Сăвăкалакансем варринчи стена патне тухаççĕ.
5-мĕш ача:Эп чăваш ачи саватăп
Хамăрăн чăваш çĕрне
Вăл кипке те ман, сăпка та
Ăна манмăп ĕмĕрне.
6-мĕш ача:Эп чăваш ачи саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене
Юратап сăвва, юрра та
Купăса та кĕслене.
7-мĕш ача:Пирĕн садри ачасем
Пурте туслă-çке вĕсем
Туслăх пирĕн хушăра
Питĕ пысăк вырăнта.
8-мĕш ача. Çĕклен, Чăваш Çĕршывĕ
Чаплă пул, хаваслă пул.
Эп сана чунтан саватăп,
Чăвашъен, эс чи маттур!
Ачасем «Тăван çĕршыв» (сăвви И. Тукташăн, кĕвви Г. Лебедевăн) ятлă юрă юрлаççĕ. (Варринчи стена патне тăрса тухаççĕ)
Кĕтерук.Тавтапуç, ачасем, мана питĕ килĕшрĕ сирĕнпе пĕрле савăнма. Манăн кайма вăхăт çитрĕ. Чипер юлăр.
Ачасем.Сывă пулăр! Тепре куриччен!