Сценарий праздника чувашской письменности "Звени , родной язык, звени!""

Конспект занятия
Сценарий праздника чувашской письменности
Рузакова Роза Ивановна
Содержимое публикации

Янра, чăваш чĕлхи, янра !

1.Ырă кун пултăр хаклăран та хаклă хăнасем, юратнă вĕрентекенсем, ачасем!

Ҫак сăмаха калас килет:

Пыр Ситекпуçне , унта пур паллă шкул.

Илемлĕ вырăна – ял варрине

Вырнаçнă пирĕн шкул.

Ҫак тĕп шкулта паян

Уяв пулать тенинине илтрĕр пуль.

Тавтапуç, сире пурне те,

Пире савса килсе çитнĕшĕн.

.Паянхи кун пирĕн ик хут уяв.Сире пурне те Чăваш чĕлхи кунĕпе тата Иван Яковлевич Яковлев çуралнă ятпа саламлатпăр.Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхипе пирĕн асатте- асаннесем калаçнă, пире пехиллесе хăварнă. «Ҫын лаши тем пек илемлĕ те чаплă пулсан та ун çине ларса ку манăн лаша тесе утланса мухтанаймăн. Ҫавăн пекех, ытти чĕлхесем тем пек чаплă пулсан та пирĕншĕн ют.Нихăш чăвашăн та çакна манса каяс марччĕ – эпир пуян чĕлхеллĕ халăх.Хамăр чĕлхемĕре ан манар, ăна ан çухатар», -тесе хăварнă Иван Яковлевич.Эпир çухатасшăн та мар, ялан чĕрере усрасшăн.

Фольклор .Вăйă карти çавăрни

2.Тăван халăхна нихăçан та ан ман:

Асра та, ăшра та вăл пултăр ялан.

Ăна чун – вартан юратмарăн пулсан

Ытти халăха та саваймăн нихçан.

Паянхи кунччен ытти халăхсемпе пĕр тан хамăр ирĕклĕн чăвашла калаçма, çырма пултарнишĕн эпир Иван Яковлевич Яковлева тав тăватпăр.Ҫак пархатарлă ĕçе вăл нумай вăй хунă.Кашни чăваш çыннине хăй ачи пек хисепленĕ, юратнă, «тусăмсем, хамăн тăван çыннăмăрсем» тесе чĕннĕ.Апла пулсан асра тытар ăна, унăн ĕçне малалла тăсар.

«Хаваслă алфавит»

3.Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,

Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе,

Сана , ачам, пурне те панă

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.

Упрар тăван чĕлхемĕре,

Чун – чĕрери хĕлхемĕре;

Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,

Ҫĕр-шыв ятне çÿле çĕкленĕ!

Тăван ен юрă.Вĕрентекенсем юрлаççĕ

4.Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Ҫÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем,

Парсам пăлхавлă чунăма.

Пар чăнлăх, савăнăç, илем,

Пар ирĕк – çутăрах çунма.

Ташă «Чăваш тĕнчи».

5.Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс – тăн чечекĕ. Тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ. Тăван чĕлхемĕрçĕм… Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи,кукамайсен пехилĕ, анне юрри, атте ÿкĕчĕ,аппа такмакĕ,пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсемпе тăвансен ырă кăмăлĕ.

Тĕнчере пирĕннинчен илемлĕрех, пуянрах çĕрсем те пулĕ.Аякрине курса çывăхрине манар мар.Ҫывăхри вара – тăван тавралăх, тăван халăх, тăван чĕлхе.

Ĕшеннисемшĕн çул çинче

Эс шанчăк çăлтăрĕ ялан.

Тискер тăманлă каçсенче

Йыхравлă чан пек янăран.

Сире валли юрă «Икĕ автан» (1-2 классем)

6. Ҫыннăн кăна мар, куракăн та хăйĕн чĕлхи пур тенĕ ваттисем.

Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс.

Тăван чĕлхесĕр этем юрăсăр шăпчăк пек:

Унăн савăнăçĕ те, хуйхи те çук. Апла пулсан калаçар-ха савăнсах.

Сăвă «Кил тĕпкĕчи» .Михайлов Олег вулать.

7. Акă çуралнă çĕр-шывăм!..Çул хĕрринче – шурă хурăнсем, лутра шĕшкĕлĕх. Уя тухсан, инçетри - инçетри ялсем курăнаççĕ. Хамăр çуралса ÿснĕ вырăнтан пахи нимĕн те пулас çук. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур. Анчах нихăш вырăн та хамăр çуралса ÿснĕ тăрăхран лайăхрах пулас çук..Ҫак ялта ,тăван кĕтесре илемлĕ юрăсем юрлас килет.

Юрланă чух сассу хитре те уçă:

Итлет вăрман та , хир те янраса.

Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ

Юхса йăпаннă пек сассу таса.

Юрă «Савнă ял» Лапшина Л.И., Рузакова Р.И.

8.Линкка-линкка авкаланма юман хăма кирлĕ

Халь те юман, халь те юман, тата юман кирлĕ

Йăкăш-якăш шуçкалама яка хăма кирлĕ

Халь те яка, халь те яка , тата яка кирлĕ

Тапăр-тапăр ташлама кĕмĕл пушмак кирлĕ

Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл, тата кĕмĕл кирлĕ

Чуп-чуп чуп тума чипер хĕрĕ кирлĕ

Халь те чипер, халь те чипер, тата чипер кирлĕ

Ура тапса ташлар-и те? ... Ура хусса ташлар-и?

Пĕчĕк пуканесен ташши. Пуçламăш классри пуканесем ташлаççĕ.

9.1908 çулхи ака уйăхĕн юлашки кунĕсем шунă.Пĕр хĕвеллĕ ир Иван Яковлевич хăй шкулĕнчи ачасене савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ : «Пирĕн те халиччен тĕттĕмре пурăннă чăвашсен, хамăр поэт пур! Акă Константин Иванов , вырăссен аслă Пушкинĕ пек поэма çырнă.Эпĕ çакăншăн савăннипе ĕнертенпе ларма-тăма вырăн тупаймастăп.Эпĕ ĕмĕтленни тинех çитрĕ.Халĕ эсир пурте шăпланса поэт сăмахне итлĕр».Ҫапла хыпар пĕлтернĕ Яковлев Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекенсене.

Апла пулсан, эсир те хисеплĕ хăнасем , «Нарспи» поэма сыпăкне итлесе курăр.

10. « Пурнăç урапи çаврăнать, пурнăç урапи такăнать. Пурнăç вăл - хăнана кайни мар , сывлăш çавăрса илме ларма та пĕлмелле. Пурнăç урапи ялан тикĕс çаврăнтăр, пурнăç çулĕ ялан такăр пултăр ,» - тесе калать чăваш халăхĕ.

Телей тени ахаль мар, кулянмашкăн кирлĕ мар. Пурăнасчĕ çынсемпе, атте-анне пилĕпе.

«Пурнăç юрри». Вĕрентекенсем юрлаççĕ.

Ан тиркесем чĕлхемĕре,

Ан хăй ăна начар теме.

11. Эх, юррăм янăра ,
Хут купăсăм аллăмра.
Сике - сике юрлар -и те?
Саркаланса ташлар-и?

Купăсçисем ура тапса

Ташă кĕвви калаççĕ,

Яштак яшсем ура хуçса хĕрсем тавра ташлаççĕ.

Тăпăл-тăпăл кĕлеткисем шур акăш пек ишеççĕ,

Икĕ ярăм çивĕчĕсем хĕр илемне кÿреççĕ.

7-9 класс хĕрĕсем «Ҫунатлă çамрăклăх» ташă парнелĕç.

12.Мана аса килеççĕ ачалăхри кунсем.

Йĕри – тавра чупаççĕ хаваслă ачасем.

Пайтах эпир вылянă юлташсемпе пĕрле.

Атте – анне ятланă киле килсен çĕрле.

Иксĕлми ачалăх иртет сисмесĕрех.

Ах, мĕн чухлĕ пуянлăх илсе каять хăйпе.

Телей вăл— сывлӑш, вӑл тавралӑх, ҫак сутӑ тӗнчере  курни.

Телей вӑл— пурнӑҫ, чыс , сӑпайлӑх,

Пӗрне пӗри хисеплени.

Телей вӑл — вӗҫсӗр-хӗрсӗр туслӑх,

Таса та ҫепӗҫ юрату.

Ҫавӑнпа та сирӗн ҫемйӗрте

Пултӑрччӗ килӗшӳ те тату.

Юрă «Ах, телейĕм, телей».

13.Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,шăпчăк та юрлать кунта ав, чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать сăпайлăн , уççăн чăвашла.

Унпа сана аннÿ ÿстернĕ,

Юрла-юрла хуллен сиктернĕ.

Савар, мухтар чĕлхемĕре,

Ăна упрар чыс- хисепре.

-Сывă пулăр, тепре куриччен!

Комментировать
Свидетельство участника экспертной комиссии
Оставляйте комментарии к работам коллег и получите документ бесплатно!
Подробнее
Также Вас может заинтересовать
Литература
Разное по литературе для 9 класса «"Белый цвет в рассказе К.Г.Паустовского "Снег""»
Литература
Разное по литературе для 5 класса «"Мой новый друг Ящерка"»
Литература
Литература
Комментарии
Добавить
публикацию
После добавления публикации на сайт, в личном кабинете вы сможете скачать бесплатно свидетельство и справку о публикации в СМИ.
Cвидетельство о публикации сразу
Получите свидетельство бесплатно сразу после добавления публикации.
Подробнее
Свидетельство за распространение педагогического опыта
Опубликует не менее 15 материалов и скачайте бесплатно.
Подробнее
Рецензия на методическую разработку
Опубликуйте материал и скачайте рецензию бесплатно.
Подробнее
Свидетельство участника экспертной комиссии
Стать экспертом и скачать свидетельство бесплатно.
Подробнее
Помощь